Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Преступленисен йышĕ чакать

ЧР юсав учрежденийĕсенче саккунсене пăхăнманнине сăнаса тăракан Шупашкар прокуратури 1983 çулта йĕркеленнĕ. Унăн ĕçĕнче ирĕк прависенчен хăтарнисен прависемпе интересĕсене хÿтĕлесси тĕп ĕçсенчен пĕри пулса тăрать. Çав хушăрах решетке хыçне лекнисенчен хăшĕ-пĕри хăйсен айăпне йышăнманран, ирĕке тухсан та тĕрлĕрен преступленисем тунăран прокуратура кашни кварталтах юсав учрежденийĕсен, ытти йĕркелĕх хуралĕн пуçлăхĕсемпе координаци канашĕсем ирттерет. Хĕрÿ лини те ĕçлет. Телефон номерĕ: 62-56-80. Пурнăçласа ирттерекен ĕçсен кăтартăвĕ куç кĕрет. Енчен те 2007 çулта юсав учрежденийĕсенче - 47, 2008-мĕшĕнче - 36, 2009 çулта 31 преступлени тунă пулсан, 2010 çулта вăл 25 таран чакнă. Уçса парайман преступленисен йышĕ те çулталăк хушшинче 2 хут сахалрах пулнă.

2011 çулта право йĕркине сыхлакан органсенче ĕçлекенсем çак енĕпе татах та тухăçлăрах ĕçлеме палăртаççĕ.



28 января 2011
00:00
Поделиться