Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Апат-çимĕç хакĕ пирки

Район администрацийĕ çумĕнчи социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç хакĕсене тĕрĕслесе тăрассипе ĕçлекен ятарлă ушкăн кăçалхи январĕн 25-мĕшĕ тĕлне пурĕ 7 лару ирттернĕ.

Кашни эрнерех Вăрмар хула тата хăш-пĕр ял тăрăхĕсенче пулса унти уйрăм çынсен лавккисенчи таварсен хакĕсемпе кăсăкланнă. Вăрмар райповĕн «Вăрмар», А.Васильеван «Викинг», Л.Кузнецован «Марс», В.Ефимован «Гермес» уйрăм çынсен лавккисене, Вăрмар районĕнчи «Вăрмар пасарĕ» муниципаллă унитарлă предприятин суту-илÿ вырăнĕсене тĕрĕслес ĕç пырать.

2011 çулхи январĕн 19-25 -мĕшĕсенче çĕр улми хакĕ 3 тенкĕ ытларах (9,1 процент) ÿсни палăрнă. Çавăн пекех макарон изделийĕсен (вермишель) пĕр килограмĕ - 0,4 (1,7 процент), сухан - 2,75 (8,9 процент), çăкăр тата çăкăрпа булка изделийĕсем - 0,3 тенкĕ (2,0 процент) хакланнă. Çак апат-çимĕç хакĕсен ÿснин сăлтавĕ - тавара курттăммăн илнĕ чухне хаксем ÿснинче. Лавкка тытакан уйрăм çынсем ку е вăл тавара çирĕм процентран ытла хаклатмаççĕ.



01 февраля 2011
00:00
Поделиться