Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тивĕçе тивĕçлипе пурнăçлатпăр

Раççей Федерацийĕн Прокуратури çумĕнчи следстви комитетне РФ Президенчĕн Указĕпе 2007 çулта йĕркеленĕ. Президентăн Указĕпех кăçалхи январĕн 15-мĕшĕнчен комитета Раççей Федерацийĕн следстви комитечĕ туса хунă. Ку куçăм йĕркеллĕ пулса пырать, çавăнпа та 2010 çулта туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарасшăн. Вăрмар районĕ - Çĕрпÿ, Куславкка, Красноармейски тăрăхĕсемпе пĕрле - пĕр следстви пайне кĕнĕ.

Пай следователĕсем иртнĕ çул преступлени туни çинчен 930 информаци илнĕ, вĕсенчен 116-шĕпе уголовнăй ĕç пуçарнă. Кашни следователь уйăхра вăтамран 2,4 уголовнăй ĕç пăхса тухнă. Вĕсемех судра çын вĕлернипе 11, йывăр суран кÿнипе 7 çын пурнăçран уйрăлнипе, мăшкăлланипе çыхăннă 8 уголовнăй ĕç пăхса тухнă. Çул çитмен çамрăксем пирки суда 4 уголовнăй ĕç тăратнă. Иртнĕ çул уйрăмах йывăр преступленисен шучĕ 2009 çулхипе танлаштарсан 17-рен 19-ра çитнĕ. Вĕсенчен ытларахăшне эрех-сăра ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ вăхăтра тунă.

Следстви пайĕн ĕçĕ-хĕлĕнче чи малти вырăнта коррупципе кĕрешесси те пулнă, 7 ĕçпе уголовнăй ĕç пуçарнă, виççĕшне суда ярса панă. Иртнĕ çулах вырăнти хăй тытăмлăх органĕн депутачĕ саккуна пăсса пулă тытнăшăн, пĕр адвокат влаç представительне хĕнесе пĕтернĕшĕн уголовнăй ĕçсем пуçарнă.

Ĕç укçине вăхăтра тÿлеменнине те эпир куçран вĕçертместпĕр. Ку енĕпе те пĕр уголовнăй ĕç пуçарнă, суд «КАФ» АУ генеральнăй директорĕ пирки айăплав приговорĕ йышăннă.

Çул çитмен ачасене хирĕç тунă преступленисене те тимлетпĕр, хÿтте илетпĕр.



01 февраля 2011
00:00
Поделиться