Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Юратнă çынпа мухтанас килет

«Çынна юрăхлă çын пул», - тесе ÿстернĕ Антонина Даниловна Архипована ашшĕпе амăшĕ. Пилленĕ сăмахĕсем пурнăçланнă. Вăл ветеринар врачĕ пулса «Мусирминский» хуçалăхра (ячĕ вăхăтпа тĕрлĕрен улшăннă) нумай çул хушши вăй хунă. Ял халăхĕн выльăхĕсене пулăшу памалла пулсассăн вăл пĕтĕм ĕçе пăрахса чупать. Выльăх чĕлхине пĕлсе çитнĕ ĕнтĕ Антонина. Çăмăл килмен унăн пурнăçĕ. Ашшĕне вăрçă пуçлансан малтанхи кунсенчех фронта илсе кайнă. Амăшĕ, Фекла Ивановна, виçĕ ачапа тăрса юлнă. Ывăнма-канма пĕлменскер, ачисене выçă лартас мар тесе тем пек йывăр пулсан та ĕне-сурăх çеç мар, лаша та тытнă. Кама - тырăлла, кама çĕр улмилле е çăнăхла суха ĕçĕсене тума пулăшнă. Амăшне кĕтсе сĕм çĕрлеччен хапха умĕнче ларнине аса илсен куçĕ шывланать Антонина Даниловнан.

Çиччĕмĕш класс хыççăн сысна ферминче ĕçлеме пуçланă. Çапла вара 1955 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнчен ĕç кĕнекине уçнă.

Анчах ытла та канлĕ пек туйăннă-ши Антонинăна сысна ферминче çеç ĕçлени - доярка кирлĕ тенине илтсен ĕне сума кайма килĕшет вăл. Ĕнесене алăпа сумалли те хăратман ĕçе юратакан хĕре. Вăл вăхăтра фермăсенче пурнăç вĕресе тăнă, выльăхсен шучĕ нумай пулнă. Ирхине 3 сехетре тăрса ĕне сума кайнă, унти ĕçсене пуçтарсан сысна фермине куçнă, унтан - каллех ĕне фермине. Килтисем тем пек ÿкĕтлесен те икĕ çĕрте ĕçлеме пăрахма килĕшмен Тоня. Выльăх тени чирлемесĕр пулмасть. Ĕçлеме пĕлÿ çитменнине туйса илет. Вăл вăхăтра Патăрьелĕнче ветеринарсене вĕрентсе хатĕрлекен училище пулнă. Унтан вĕренсе тухсанах тарăн пĕлÿ илес туртăм ăна Вăрнарти совхоз-техникума илсе çитерет. Техникум хыççăн 3 çул Вăрмарти ветеринари станцийĕнче ĕçлет. Хĕр шăпи çапла вĕт: паян унта та, ыран кунта. Тăван ял каччипе Виталий Гавриловичпа çемье чăмăртанă хыççăн Антонина Даниловна яла таврăнать, «Правда» колхозăн ветеринари врачĕ пулса тăрăшать.

«Ватăлма та пĕлместĕн эсĕ, Антонина, 17 çулхи хĕр пекех çÿретĕн», - теççĕ паллакан çынсем. Вăл чăнахах та çапла, Антонина Даниловна сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнать. Кашни çулах Крещени каçĕнче Енкипич çăлĕнче шыва кĕрет. Хăй те йышлă çемьере çитĕннĕ те, ачасене питĕ юратать Антонина Даниловна. Мăшăрĕпе, Виталий Гавриловичпа, 5 ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă: пăхса ытармалла мар 3 ывăлпа 2 хĕр. Ывăлĕсем виççĕшĕ çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçланă: виççĕшĕ те пограничник пулнă, пирĕн канлĕхе сыхланă. Салтак тивĕçне пурнăçласа таврăннă хыççăн аслă ывăлĕ Юрий Мускав университечĕн Шупашкарти филиалне вĕренме кĕнĕ, диплом илсен Мăнçырма шкулĕнче хăрушсăрлăх правилисен никĕсĕсене вĕрентме пуçланă. Сергей Шупашкарти педагогика институчĕн физкультура факультетне вĕренсе пĕтернĕ, Ачасемпе çамрăксен Вăрмарти спорт шкулĕн директорĕ. Ĕçленĕ хушăрах иккĕмĕш аслă пĕлÿ илнĕ: социаллă университетăн юридици факультетне пĕтернĕ. Альберт аслă пиччĕшĕн çулĕпе кайнă: Мускав университечĕн Шупашкарти филиалне пĕтернĕ, ялти шкулта хуçалăх енĕпе ĕçлет. Алена хĕрĕ Шупашкарти педагогика колледжĕнчен вĕренсе тухнă, унтах пурăнать. Татьяна Мускав университечĕн Шупашкарти филиалне пĕтернĕ, Мускавра ĕçлесе пурăнать. Ĕçчен те туслă çемьере çитĕннĕ ачасем пурте хăйсен пурнăç çулне тупнă.

Куç тулли 8 мăнукĕ - 7 арçын ачапа 1 хĕр ача - тĕпĕртетсе çеç тăраççĕ асламăшĕ, кукамăшĕ умĕнче. Мăнукĕсен ачисене те курас ĕмĕтпе çунатланать Антонина.

Ачисемпе кинĕсем, кĕрÿшĕ пĕр харăссăн калама пултараççĕ: «Анне! Эпир санпа çеç телейлĕ. Эсĕ - пирĕнпе. Эсĕ юратнă анне - çут тĕнчен пурнăç çăл куçĕ. Хăвăн пăхса ытарайми чĕппÿсемшĕн эсĕ хăратăн та, куç тулли пăхса та савăнатăн, пирĕншĕн хăвăн мĕн пур чунна, мĕн пур пурнăçна пама хатĕр. Тавах сана - аннем!»

Килте пурăнакан мăнукĕ Даниил кукамăшне юратса, хисеплесе сăвă çырса хатĕрленĕ.

Кукамай, эп сана юрататăп,

Кукамай, эп санпа мухтанатăп.

Кукамай пирĕншĕн пирĕшти,

Пуриншĕн те кил-çурт ăшши.

Вăй-хал ăна патăр Турри,

Çитсе пытăр ĕмĕтленни.

Антонина Даниловна пурришĕн мухтанас килет, вăл пуриншĕн те тĕслĕх пултăр тесе калас килет.



01 февраля 2011
00:00
Поделиться