Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Энĕшпуç «Дакарĕ»

Энĕшпуçĕнчи автомобиль спортне юратакансем республикăри чылай ăмăртусенче хутшăнса çĕнтерÿçĕсем пулнине пĕлетпĕр. Çĕнтерÿ сĕмĕ Энĕшпуçсене тăван тăрăхра авторалли ирттересси пирки чылай пуçа «ваттарнă». Каланă - тунă. Виçĕ çул каялла «Шоркистринский» производство кооперативĕн пуçарăвĕпе асăннă ял çывăхĕнче районта ралли-кросс иртнĕ. Ырă пуçарăва манăçа хăварман ентешсем, ралли-кроса çулсерен ирттерме йышăннă.

Иртнĕ кунсенче Энĕшпуç ялĕ çывăхĕнчи «Кутам» уйĕ трактор-машина шавĕпе тулчĕ. Ăмăртăва хутшăнас тĕллевпе республикăри хуласемпе ялсенчен килсе çитнĕ тĕрлĕ йышши техника хуçисем ралли-кроса хутшăнма хатĕрленме пуçларĕç. Ял халăхĕ те шартлама сивве пăхмасăр, йĕркеленĕ трасса çывăхне пуçтарăнчĕ. Ăмăрту программине, ытти çулхисемпе танлаштарсассăн, чылай анлăлатнă. Тĕрлĕ приводлă автомашинăсен тупăшăвне урапаллă тракторсен чупăвĕ те хутшăнчĕ. Курма пыракансене шăпах тракторсен ăмăртăвĕ кăсăклантарчĕ те. Ăмăртăвăн йĕркипе çĕнтерÿçĕне дистанцире чи лайăх кăтарту тăрăх палăртма пăхнă. Чăннипех те кĕрешÿ питĕ çивĕч иртрĕ. «ЮМЗ», «МТЗ», «Т-150» маркăллă тракторсем хушшинче районти гостехнадзорăн инспекторĕ В.Николаев тытса пыракан «Беларуса» çитекенни пулмарĕ. «Шоркистринский» кооператив пуçлăхĕ И.Иванов дистанцие иккĕмĕш вĕçлерĕ. Виççĕмĕш - А.Алексеев пулчĕ. Çăмăл машинăсем хушшинче Тольяти хулинче кăларакан «ВАЗсем» ытларах пулчĕç. Тулли приводлисем хушшинче Энĕшпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Ю.Иванов тытса пыракан внедорожникĕ çĕнтерчĕ. Иккĕмĕш вырăна Д.Иванов (Энĕшпуç) тухрĕ, В.Романов (Шупашкар) финиша виççĕмĕш çитрĕ. Малти приводлă автомашинăсем тупăшăвĕнче Энĕшпуç каччи П.Прокопьев пĕрремĕш пулчĕ. Дистанцие иккĕмĕш Е.Пудриков (Энĕшпуç) экипажĕ вĕçлерĕ. И.Прокопьев экипажĕ (Шупашкар) - виççĕмĕш. «Классиксем» ăмăртăвĕнче пĕр тăван Шляминсен (Шупашкар) 7-мĕш моделлĕ автомобилĕ финиша пĕрремĕш çитрĕ. Çĕнтерÿçĕсем парнесене тивĕçрĕç.



04 февраля 2011
00:00
Поделиться