Йĕлтĕрçĕсем Тикашра ăмăртрĕç
«Тегешевский» совхоз директорĕнче нумай çул ăнăçлă ĕçленĕ, пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайнă, пултаруллă организатора Геннадий Алексеевич Чернова асăнса Тикашра районти йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ пулса иртнĕ. Ăмăртăва савăнăçлă лару-тăрура ялти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулăн спорт залĕнче уçнă. Тупăшăва хутшăнакансене Тикаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Черкасов, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорĕ Н.Иванов, район администрацийĕн физкультурăпа спорт секторĕн заведующийĕ Л.Агапова, Геннадий Алексеевичăн ывăлĕсем - Владимирпа Алексей тата район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ В.Иванов саламланă.
Ăмăртăва Вăрмар, Тăвай, Сĕнтĕрвăрри районĕсен спортсменĕсем хутшăннă. Чи малтанах старта 1997 çулта çуралнă арçын ачасем тухнă. Çивĕч кĕрешÿре чи малти вырăна трасса хуçи Н.Ленский (Тикаш) йышăннă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене В.Сергеевпа (Чупай) А.Герлов (Энĕшпуç) пайланă.
Хĕр ачасенчен çак ушкăнра Н.Крылова (Чупай) çĕнтернĕ, С.Александрова (Чупай) - иккĕмĕш, Н.Цырульникова (Пинер) виççĕмĕш пулнă.
1995-96 çулсенче çуралнă арçын ачасенчен призлă вырăнсене М.Андреев (Чупай), Д.Максимов (Шăхаль), Е.Васильев (Тăвай районĕнчи Элпуç шкулĕ) çĕнсе илнĕ. Хĕр ачасенчен пĕрремĕш вырăна С.Данилова (Кĕлкеш) тухнă. И.Ивановапа (Элпуç) А.Ленская (Тикаш) - иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.
1994-95 çулсенчи арçын ачасемпе хĕр ачасенчен И.Кириллова (Элпуç), И.Ильин (Пысăк Енккасси), С.Иванов, А.Петрова (Энĕшпуç), Н.Гаврилова (Элпуç), И.Долгова (Чупай) чи пултаруллисем пулнине кăтартса панă.
39 çула çитичченхи арçын ачасен тупăшăвĕнче А.Топтыгин (Çĕнĕ Мăнтăр) пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Н.Шапеев - иккĕмĕш, Д.Ильин (Тикаш) виççĕмĕш пулнă. 40-49 тата 50-59 çулхи арçынсенчен Г.Васильев (Хĕрлĕçыр) тата Ю.Николаев (Мăнçырма), хĕрарăмсенчен З.Маркова (Кивĕ Вăрмар) малти призлă вырăнсене йышăннă. 60 çул тата унтан та аслăраххисен ушкăнĕнче пĕрремĕш вырăна Н.Алексеев (Сĕнтĕрвăрри) тухнă. Н.Михайлов (Вăрмар) - иккĕмĕш, В.Лирзай (Вăрмар поселокĕ) - виççĕмĕш вырăнсенче.
Ăмăртăва йĕркелесе ирттерме Г.Черновăн ывăлĕсемпе тăванĕсем, район Пухăвĕн депутачĕ, «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхĕ В.Иванов, Тикаш шкулĕнчи физкультура учителĕ О.Мефодьев спонсор пулса пулăшнă.