Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Шывра та, волейбол сетки умĕнче те...

Çак кунсенче учрежденисемпе предприятисен, организацисемпе хула ял тăрăх администрацийĕсен командисем хушшинче район администрацийĕн пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн Спартакиада старт илчĕ. Унăн шутĕнче 16 тĕрлĕ спорт мелĕпе ăмăртусем ирттерме палăртнă. Пĕрремĕшĕ шывра ишсе мала тухасси пулчĕ. «Илем» физкультурăпа спорт комплексне бассейнра ишме кăмăллакан 100 ытла спортсмен пуçтарăнчĕ.

Тупăшăва хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, унăн заместителĕ, вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Ю.Соколов саламласа старта ăнăçлă тухса финиша çĕнтерÿпе вĕçлеме сунчĕç. Старта тухнă хула, ял тăрăхĕн командисем хушшинче Вăрмарсем пĕрремĕшсем пулчĕç, иккĕмĕш вырăнта - Энĕшпуçсем, виççĕмĕшсем вара - Чулкассем. Учрежденисемпе предприятисем, организацисем хушшинче «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕнче ĕçлекенсене çитекенни пулмарĕ, 2-мĕш вырăнта - район администрацийĕн команди, виççĕмĕш вырăна тĕп больница коллективĕ тухрĕ. Пушар хуралĕн ĕçченĕсен вĕсене 2 çеккунт выляса ярса 4-мĕш вырăнпа килĕшме лекрĕ.

Уйрăммăн ишекенсем хушшинче те тупăшу çивĕч пулчĕ. 17-29 çулхи хĕрсемпе арçынсем хушшинче малти вырăнсене С.Васильев, О.Вишнева (Вăрмар поселокĕ), Д.Романов («Илем» физкультурăпа спорт комплексĕ), А.Егоров, А.Алексеева (Энĕшпуç) çĕнсе илчĕ. 30-39 çулхи арçынсемпе хĕрарăмсем хушшинче И.Иванов (Энĕшпуç), Л.Чернова (Вăрмарти тĕп больница) 1-мĕш, Е.Петров (Арапуç), М.Петрова (Вăрмар) 2-мĕш, А.Хованский (Вăрмар), Н.Тимофеева (районти Пенси фончĕн управленийĕ) 3-мĕш вырăнсене тухнă.

40-49 çулхи спортсменсенчен 1-мĕш вырăнта - Л.Агаповапа В.Петров (Вăрмар), 2-мĕшĕнче - О.Мефодьев (Мăнçырма), Л.Федорова (Аслă Чак), 3-мĕшĕнче - Ю.Краснов (Вăрмар) тата И.Дмитриева (Кивĕ Вăрмар).

50-59 çулхи хĕрарăмсем хушшинче Г.Архипова (Пысăк Енккасси шкулĕ), Н.Григорьева (Мăнçырма шкулĕ), Т.Ашмарина (Мăнçырма шкулĕ) 1-3-мĕш вырăнсем йышăннă. Арçынсенчен О.Иванов («Илем» ФСК), А.Михайлов (Вăрмар), В.Семенов (Мăнçырма) 1-3-мĕш вырăнсене пайланă.

Асăннă кунах Спорт çуртĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсен В.Ивановпа Н.Зайцевăн - призĕсене çĕнсе илессишĕн волейбол турнирĕ иртнĕ. Хĕрÿ тупăшура Тикашсем пĕрремĕш вырăна тухнă, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Куславккасен «Энĕш» тата «Вăтам Энĕш» командисем пайланă. Шăхальсем çĕнтерÿшĕн çине тăнăшăн ятарлă приза тивĕçнĕ.



04 февраля 2011
00:00
Поделиться