Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Унăн пурнăçĕ - пĕчĕк энциклопеди

Сăмахăм манăн Людмила Ивановна Николаева (Степанова) çинчен пулĕ. Вăл 1936 çулта февраль уйăхĕнче Эçпепе ялĕнче çуралса ÿснĕ. Кун-çулĕ ытти çынсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть пулĕ. Çапах та, ман шутпа, кашни çыннăн пурнăçĕ - пĕчĕк энциклопеди.

Людмила Ивановна Эçпепе ялĕнче çичĕ класлă шкула пĕтернĕ хыççăн Вăрмар поселокĕнчи вăтам шкулта 8 класс пĕтерет. Малалла вĕренес ĕмĕчĕ çамрăк Людăн питĕ пысăк пулнă, анчах вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн бухгалтер ĕçне алла илес шухăш-ĕмĕчĕ унăн пурнăçланайман. Çемьере укçа-тенкĕ çитменни, херĕп пурнăçа пула хĕрачан çамрăклах ĕçе кÿлĕнме тивнĕ.

14 çул тултарсанах Люда ялти фермăна выльăх-чĕрлĕх пăхма вырнаçать. Çăмăл пулман, ĕçе пĕтĕмпех алă вĕççĕн тумалла пулнă. Ун хыççăн Людмила Ивановна Вăрмар поселокĕнчи сĕтел-пукан фабрики çумĕнчи тĕрлĕ çуртсене хăпартнă çĕрте ĕçленĕ, çамрăклах строитель профессин майне ас тивнĕ. Вăхăт шунă. Çемьере çитмен пурнăç ăна урăх, тухăçлăрах ĕç шырама хистет. Вунсаккăрти хĕр чукун çул çине рабочи пулса ĕçлеме вырнаçать. Арçынсемпе пĕрле хăйăр, грави йăтнă, Чăваш тата Тутар Республикисенче чукун çул хывнă. 1956 çулта Людмила Ивановна Анаткас каччипе Илья Николаевич Николаевпа паллашать. Вĕсем пĕр-пĕрне килĕштерсе çемье, тăрăшса, тар юхтарса ĕçлесе кил-çурт çавăраççĕ. 5 ача çуратса ÿстереççĕ, пурне те аслă тата ятарлă вăтам пĕлÿ параççĕ. Людмила Ивановнапа Илья Николаевич йывăр ĕçсенче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă, çавăнпа ачисене вĕреннĕ çын тума питĕ тăрăшнă.

Людмила Ивановна 15 çул хушши Вăрмарти сĕтел-пукан фабрикинче тăрăшулăх кăтартать. Малтан хатĕр сĕтел-пукана лакпа сăрлас, каярахпа тавара майласа тирпейлекен пайра вăй хурать. Л.Николаева яланах малтисен ретĕнче пулнă, хушнă ĕçе тĕплĕн пурнăçланă. Çавăнпа ĕнтĕ унăн Хисеп грамотисем, Тав хучĕсем чылай. 75 çул тултарнă пулсан та, Людмила Ивановна пĕрре те ахаль лармасть кил хушшинче, пахчара кăштăртатать, ачисене, мăнукĕсене яланах ăшшăн кĕтсе илет. Унăн чун ăшши пире те ырă кăмăллă пулма хистет.



04 февраля 2011
00:00
Поделиться