Çул уçсан уçăлать
Хĕллехи вăхăтра Тикаш ял тăрăхĕн урамĕсене юртан тасатса тăма асăннă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Черкасов «Иванов В.А.», «Сапаркин А.Г.» хресчен (фермер) хуçалăхĕсемпе килĕшÿ тунă. Çавна май асăннă хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ĕçченĕсем Тикаш, Хĕрлĕçыр, Çĕнĕ Вĕренер ял урамĕсене юртан тасатассипе тăрăшса вăй хураççĕ. Нумаях пулмасть Александр Геннадьевич Сапаркин Т-150 маркăллă тракторпа Хĕрлĕçыр ялĕн урамĕсене юртан тасатса тухрĕ. Çавăн пекех «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче механизатор пулса вăй хуракан Николай Михайлович Кабаков Тикаш тата Çĕнĕ Вĕренер ялĕсен урамĕсене юртан тасатассипе пысăк тăрăшулăх кăтартрĕ. Асăннă хуçалăхра тăрăшакан Валерий Иванович Григорьев та К-700 маркăллă тракторпа автомашинăсем çÿрекен урамсене юртан тасатса сарлакалатрĕ, тăкăрлăксене, лаптăксене хырса якатрĕ.