Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çурт-йĕр тăвасси тавра

Чăваш Ен Президенчĕ М.Игнатьев Правительствăн «Регионсенчи пурăнмалли çурт-йĕр строительствин аталанăвне пулăшасси çинчен» канашлăвне хутшăннă, вăл Кировра Раççей премьер-министрĕ В.Путин ертсе пынипе иртнĕ.

2010 çулта Чăваш Ен территорийĕнче Раççей гражданĕсене туянма май пур тата хăтлă çурт-йĕрпе тивĕçтермелли наци проектне пурнăçланă май мĕн пур çăл куçран уйрăлнă укçа шучĕпе 874,138 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута янă, ку 2009 çулхи кăтартăвăн 102,6 проценчĕпе танлашать. Республика 1 çын пуçне (0,684 тăваткал метр) хута янă çурт-йĕр лаптăкĕпе Атăлçи округĕнче малти позицие упраса хăварнă. «Федераци центрĕ 2020 çул тĕлне кашни çын пуçне 1 тăваткал метр çурт-йĕр тумалли тĕллев лартать. Çавна май пирĕн ку ĕçе хăвăртлатмалла, çурт-йĕр строительствин майĕсене анлăлатмалла - кашни çемье тивĕçлĕ çурт-йĕрлĕ пултăр», - тенĕ М.Игнатьев.

Чăваш Республикин программин проекчĕ хатĕр, ăна Раççейĕн Регионсен аталанăвĕн министерстви ырланă, республикăн Министрсен Кабинечĕн çывăх вăхăтра иртмелли ларăвĕнче сÿтсе явма хатĕрленеççĕ. Программăра 2015 çул тĕлне çулталăкра хута яракан çурт-йĕр лаптăкне 1340 тăваткал метра çитересшĕн, çакă республикăра пурăнакан 161,5 пинрен кая мар çыннăн çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма май парĕ.

Паян Чăваш Республикинче территорисенче строительство ĕçĕсене комплекслă майпа пурнăçламалли 32 проектпа ĕçлеççĕ, 1434,9 гектарпа танлашакан пĕтĕмĕшле лаптăкра пурнăçлакан çурт-йĕр строительстви 5,3 млн тăваткал метр çурт-йĕр хута ярассине тивĕçтермелле.



08 февраля 2011
00:00
Поделиться