Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пархатарлă кун-çул

Кашни çыннăн хăйĕн кун-çулĕ, историйĕ. Вĕсен пурнăçне сăнарланă май, кашнинчех çĕннине пĕлетĕн. Вĕсемпе вара вулакана паллаштарма васкатăн. Манăн сăмахăм ку хутĕнче ĕçре хастарлăх кăтартнă, спортра ÿсĕмсем тунă Владимир Иванович Чернов пирки пырĕ.

Вăл Тикаш ялĕнче 1951 çулхи февралĕн 8-мĕшĕнче кун çути курнă. Елизавета Павловнапа Иван Данилович Черновсем пурĕ 5 ача çитĕнтерсе вĕсене пурнăç çулĕ çине кăларнă. Владимир Иванович вара йышлă çемьере - чи кĕçĕнни. Ытти ачасем пекех ялти 8 çул вĕренмелли шкула çÿренĕ, каярахпа , аслă классене куçнă май, Шăхальти вăтам шкулта пĕлÿ пухнă. Çамрăк каччă çар ретне тăриччен пĕр вăхăт Шупашкарти пир-авăр комбинатĕнче слесарь пулса тăрăшать. 1969 çулта салтак ячĕ тухать. 2 çул Германире службăра пулать вăл. Хăйĕн тивĕçне Тăван çĕршыв умĕнче чыслăн пурнăçласа таврăнать. Шкулта вĕреннĕ чухне те лайăх паллăсемпе палăрнăскер, малалла хăйĕн пĕлĕвне ÿстерес тĕллевпе Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне çул тытать. Кунта экзаменсене ăнăçлă парать, пĕрремĕш курс студенчĕ пулса тăрать. Мĕн пĕчĕкрен спортпа туслăскер, студент чухне те самбо енĕпе кĕрешекенсен секцине çÿрет. Çакăнтах спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçлать. Занятисем хыççăн Шупашкарти пĕрремĕш номерлĕ пушар чаçĕнче боец пулса тăрăшать. 1974 çулта автошкула куçăмсăр майпа вĕренсе пĕтерет.

1976 çулта самбо енĕпе кĕрешекенсен секцине ертсе пыма ятарласа диплом тата удостоверени илет. Ял хуçалăх институтне вĕренсе пĕтерсе алла диплом илсен тăван яла таврăнать, «Тегешевский» совхозра тĕп зоотехник пулса вăй хурать. Çак çулах «Урожай» спорт комитечĕ пулăшнипе шкул ачисемпе самбо енĕпе кĕрешессипе секци йĕркелет. Унăн вĕренекенĕсем: Г.Иванов, И.Иванов пĕр тăвансем, А.Нарсов, Ю.Павлов, В.Гаврилов тĕрлĕ çулсенче республикăри тата районта иртнĕ тупăшусенче малти вырăнсене çĕнсе илнĕ.

1982-1989 çулсенче мелиораци тата шыв хуçалăхĕн районсем хушшинчи управленийĕнче инженер-гидротехник пулса вăй хурать. Каçхи вăхăтра Владимир Иванович поселокри Спорт çуртĕнче тренер пулса ĕçлет.

1989-2010 çулсенче Вăрмар райповĕнче пĕр вăхăт автобаза начальникĕн заместителĕ, каярахпа юсавпа строительство бригадин мастерĕ пулса тăрăшать.

Мăшăрĕпе, Галина Даниловнапа, икĕ ача çитĕнтернĕ. Вĕсем пурнăçăн анлă çулĕ çине тухнă та ĕнтĕ. Иккĕшĕ те аслă пĕлÿ илнĕ, сумлă ĕçре вăй хураççĕ. Владимир Ивановичпа Галина Даниловнан куç тулли савăнăç - Владимир мăнук - ÿсет. Эппин Черновсен йăх-несĕлĕ малалла тăсăлĕ.



08 февраля 2011
00:00
Поделиться