Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Республика чемпионатĕнче - виççĕмĕш

Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче 2000 çулта уçнă аэробика секцине Н.Давыдова тренер-преподаватель ертсе пырать. Занятисем спорт çуртĕнче иртеççĕ.

- Малтанах секцие ачасем сахал çÿретчĕç. Каярахпа унăн уссине ăнланса илчĕç пулмалла. 20-30 ача çÿреме пуçларĕç, икĕ ушкăна пайлама лекрĕ, -калаçăва пуçарса ячĕ Надежда Валериевна тренер.

2009 çулта фитнеспа аэробика секцийĕ йĕркеленĕ. Спортăн чи çамрăк тĕсĕсенчен пĕри вăл. Тĕрлĕ ÿсĕмри арçынсемпе хĕрарăмсене хăй патне илĕртекен çак спорт пурнăçа анлăн кĕрсе пырать. Сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас енĕпе уйрăмах пысăк вырăн йышăнать. Унăн хăйне евĕрлĕхĕ - спортпа искусствăна тата музыкăна пĕрле çыхăнтарни.

Ăмăрту правилисен тĕллевĕ - фитнес аэробика программине тĕрĕс хак парасси.

Иртнĕ кунсенче Шупашкарта фитнес-аэробика енĕпе республикăра мала тухассишĕн ăмăрту тата уçă чемпионат иртнĕ. Унта Чулхула, хамăр республикăри Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисен, Патăрьел, Етĕрне, Вăрмар район командисем тата ыттисем хутшăннă. Пирĕн район чысне Вăрмарти А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен шкулне çÿрекенсем, 8-10 çулсенчи Анна Тихонова, Ксения Долгова, Валерия Васильева, Ульяна Васильева, Софья Грачева, Ольга Назарова, Ольга Степанова, Алевтина Матвеева  пултаруллăн хÿтĕленĕ. Кĕрешÿре, сывлăха çирĕплетмелли упражненисем туса вĕсем виççĕмĕш вырăн йышăннă. Вĕсене грамотăсемпе наградăланă, медальсем панă.

- Шупашкарти ăмăрту пысăк экзамен пулчĕ, ăна ăнăçлă тытрăмăр. Секцие çÿрекенсене çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантарать, - савăннине пытармасть Надежда Валериевна тренер.



08 февраля 2011
00:00
Поделиться