Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Шыва перекетлес тĕллевпе

Пурăнмалли çурт-йĕр çинчен калаçнă май пуриншĕн те çивĕч ыйту çинче чарăнса тăмасăр май çук - пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăласси тата çĕнетсе улăштарасси.

Реформăн тĕп саманчĕ вăл пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн инженери инфратытăмне çĕнетсе улăштарасси, пулăшу ĕçĕсене çынсем туйса илмелле лайăхлатасси, çуртсемпе хваттерсенче ăшă, шыв тата çутă перекетлеме условисем туса парасси пулмалла. Çуртсенче йĕрке тăвас тата пурнăç пахалăхне ÿстерес енĕпе унта пурăнакансене хăйсене интереслентермелли механизмсене активлăрах кĕртмелле. Çаксене тĕпе хурса вăй хураççĕ «Водоканал» тулли мар яваплă обществăн ĕçченĕсем. Вĕсен тĕп ĕçĕсенчен пĕри - халăха пахалăхлă шывпа тивĕçтересси. Унăн пуçлăхĕ Юрий Григорьевич Иванов палăртнă тăрăх, шыв пусăмне вăйлатма ятарласа уçлакан çĕнĕ насус лартнă.

2009 çулхи ноябрĕн 23-мĕшĕнчи 261-мĕш номерлĕ «Энергие перекетлесси, энерги эффективлăхне ÿстересси çинчен тата Раççей Федерацийĕн саккунсем кăларакан актсем çине улшăнусем кĕртесси çинчен» Федераллă саккунăн 13-мĕш статйипе килĕшÿллĕн 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен сивĕ шывпа мĕн чухлĕ усă курнине учета илекен прибор лартассине йĕркелемелле. Çакă шывпа перекетлĕ усă курма май парать. Çавна май асăннă Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн çак ĕçе поселокри хваттерсенче тата уйрăм çын кил хуçалăхĕсенче пурнăçлас ĕç пырать. Ку тĕлĕшпе хваттер хуçисенчен заявкăсем йышăнаççĕ.

«Шывпа пурте усă кураççĕ, анчах та хăшĕ-пĕрисем çав-çавах тÿлеме васкамаççĕ. Поселокри хваттер хуçисен шывпа усă курнăшăн тÿлемен парăм хальхи вăхăтра 838 пин тенкĕпе танлашать. Асăннă укçа-тенкĕне вăхăтра тÿлесе пынă пулсан, эпир, коммуналлă хуçалăх ĕçченĕсем, чылай ĕçсем туса ирттерме пултарăттăмăр. Шыв пăрăхĕсем кивелсе пыраççĕ, вĕсене çĕнетмелле, шыв уçлакан насуссем туянмалла тата ытти те. Вĕсене пурнăçлама укçа-тенкĕ чылай кирлĕ. Çавăнпа та парăмçăсене вăхăтра килсе тÿлеме ыйтатпăр», - терĕ Юрий Григорьевич.

Поселокра пурăнакансене шывпа тивĕçтернисĕр пуçне çÿп-çапа илсе тухасси те вĕсен ĕçĕ шутланать. Ку тĕлĕшпе ятарлă 2 машина уйăрнă. А.Васильев водитель кашни ир поселокри урамсенчи тулнă контейнерсенчен тĕрлĕ ăпăр-тапăра илсе тухать. Çавăн пекех поселокри урамсене тирпей-илем, хăтлăх кĕртессипе Б.Муланов тракторист, Л.Александрова, Е.Иванова, Ю.Таратина пысăк тăрăшулăх кăтартаççĕ. Кăçал юр нумай çунă пирки поселок урамĕсене те юртан тасатассипе ĕçсем пурнăçлаççĕ.

Иртнĕ çул «Водоканал» тулли мар яваплă общество пурĕ 9 миллион та 352 пин тенкĕлĕх ĕç тунă. Кăçал та вĕсен тĕллевĕсем пысăк.



08 февраля 2011
00:00
Поделиться