Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Сывлать-ха пĕчĕк «утрав»

Чăрăшçырма пирĕн районта чи аякра вырнаçнă пĕчĕк ялсенчен пĕри. Кашни ялах хăйне евĕрлĕхĕпе уйрăлса тăрать темелле. Кунта пысăк калăпăшпа ĕçлекенсем, çамрăксем çукпа пĕрех. Пĕр ĕç вырăнĕ те çук. Ытларах аслă ÿсĕмри çынсем пурăнаççĕ.

Шкула та ял ачисем Кавала çити çÿреççĕ. Юрать-ха вĕсене шкул автобусĕ илсе çÿремелле тунă (ку та çĕнĕлĕх-ха!). Ара 50 çынна яхăн пурăнакан ялта шкул ÿсĕмĕнчи ачасем пурĕ те 3-ĕн кăна. Рейс автобусĕ те Чăрăшçырмана çÿрекен автоçула пачах «палламасть». Çул ансăррине пула ăна çÿреме ирĕк паман. Çакăн пирки питĕ пăшăрханаççĕ ял çыннисем. Чи çивĕч ыйтусенчен пĕри çакă вĕсемшĕн. Вăрмар центрне таксипе кайса килме ытла хакла кайса ларать. Чи ансат медицина пулăшăвĕ илес тесен те Кавала çити 12 çухрăм утма тивет ватăсен. Анчах та çил-тăман-и, çумăр çăвать-и – ниме пăхмасăрах утăмлать çак çула кашни кунах темелле А.Николаева почтальонка. Чăрăшçырмасене «пысăк тĕнчепе» çыхăнтарса тăракан пĕртен-пĕр çын тейĕн вăл ялта. Пенси укçи, хаçат-журнал салатать, тĕрлĕ хыпар пĕлтерет е тата хăшĕ-пĕри мĕн те пулин илсе килме ыйтать. Кунта лавкка та çук. Юрать-ха эрнере икĕ хутчен райпо сутуçисем, уйрăм предпринимательсем хăйсен таварĕсене илсе килсе сутаççĕ. Шыв ăсма ял вĕçне çитиех çăл патне каймалла. Кунта кĕвентесĕр май килмест (хăшĕсем унпа усă курма та маннă пулĕ паянхи кун). Хĕллехи вăхăтра кунта шăп. Çыннисем вара туслă. Ялта пĕрин çуралнă кунне паллă тăваççĕ пулсан, пурте пуçтарăнаççĕ ăна саламлама. Çулла пулса курас килет çак тăрăхра. Тĕрлĕ хуласенче пурăнакансем килеççĕ хăйсем çуралнă тăван килĕсене кану вăхăтне уçă сывлăшра ирттерме. Чăрăшçырмара 5 кÿлĕ, вĕсенче пулă тытаççĕ.

Туслă çемьере ĕç ăнать

Пурнăç йывăр тесе алă усмаççĕ ял çыннисем. Çут çанталăк паракан мĕн пур ырăлăхпах усă курма тăрăшаççĕ, хăйне евĕрлĕ натурăллă хуçалăх тытса пыраççĕ, таса продукципе усă кураççĕ.

Людмилапа Юрий Тимофеевсем çĕр ĕçĕпе ĕçлеççĕ, иртнĕ çул 1 гектар лаптăк çĕр çинче купăста, хăяр çитĕнтернĕ вĕсем. Ял илемлĕ вырăнта вырнаçнă, йĕри-тавра уçланкăсем питĕ нумай. Апла пулсан кунта çырла та чылай. Тимофеевсен икĕ хĕр пур. Çемйипех вĕсем çулла çĕр, хурăн çырлисене пуçтарса сутса 150 пин тенкĕ ытла укçа тунă. Чашлама станцийĕ ялтан 5 çухрăмра вырнаçнă. Çырла сутма Настьăпа Оля Хусана иккĕшех çÿренĕ. Çуллахи шăрăх вăхăтра çав вĕтĕ çырлана Тимофеевсем кунне 6-7 витре таранах татса пуçтарма пултарнă. Кăмпа ÿснĕ вăхăтпа усă курса та тупăш тăваççĕ. Кĕçĕнни, Оля, Кавалти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта 7-мĕш класра пĕлÿ пухать, Анастасия Шупашкарти Олимп резервĕсен шкулĕнче вĕренет, спортра вăл маунтинбайк енĕпе палăрать, тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнать.

Кашнин хăйĕн нуши

Чăрăшçырма – Кавал ял тăрăхне кĕрет. Ял тăрăхĕнче вара пурĕ 5 ял. Вĕсене пурне те ял тăрăхĕн пуçлăхĕн Надежда Апполоновнан пăхса тăмалла, кирек епле ыйту сиксе тухсан та татса пама пĕлмелле, йăлт йĕркелемелле. Ял халăхĕ çĕнĕ çамрăк пуçлăха пĕр кар тăрса, паллах, хăйсен шанăçне тÿрре кăларма суйланă. Надежда Апполоновна ял çыннисен нушине ăнланать, мĕн май пур таран пулăшма тăрăшать. Акă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ халăхпа пĕрле çине тăнипе виçĕ ялăн (Чăрăшçырма, Пăвакасси, Çиçтĕпе) масарне тасатса тирпей кĕртрĕç. Кăçалхи хĕл юр час-часах çунипе тертлентерчĕ. Аякри ялсенчи çулсене, урамсене тăтăшах юртан тасатса тăрасси те ансат мар. Кавал ял тăрăхĕн администрацийĕ кăçаллăха «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕпе çулсене юртан тасатса тăма килĕшÿ тунă.

Ял урамĕсене çутă кĕртес тĕллевпе çĕнĕ счетчик лартнă. Çĕнĕ пуçлăхăн ял тăрăхĕн малтанхи йывăрлăхĕсене те татса памалла. Акă Чăрăшçырмара пурăнакан 86 çулхи пĕртен-пĕр Аслă Отечественнăй вăрçă участникне Геннадий Ильич Анисимова иртнĕ çул çĕнĕ хваттер илме черете тăма ирĕк паман. Надежда Апполоновна вара çак ĕçе тепĕр хут вырăнтан хускатрĕ, Г.Анисимова «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн аслă вăрçин ветеранĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси» Указĕпе килĕшÿллĕн хваттерпе тивĕçтересси пирки район администрацине çитрĕ. Надежда Апполоновна çак ыйтăва тивĕçлĕ татса парас тесе тăрăшать.

Ял старости Чăрăшçырма ялĕн старости

пулма 23 çулхи Андрей Николаева суйланă. Килти пахчара вăл хăй аллипе икĕ теплица ăсталанă. Çуркуннехи вăхăтра сутса укçа тума хăяр, помидор калчисем çитĕнтерет. Хăяра Чăрăшçырмасем чĕрĕлле мар, тăварласа сутаççĕ. Пичкере тăварланă хăяр хĕллехи вăхăтра питĕ паха. Хĕл кунĕсенче Андрей ĕçлеме Мускава çÿрет. Анчах унăн тĕп шухăшĕ – ялти малтанхи сурăх фермине çĕнĕрен ĕçлеттерсе ярасси, сурăхсен «Романовски» йăхне ĕрчетесси. Çак тĕллевпе вăл районти ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă сурăх ĕрчетмелли бизнес-план та хатĕрленĕ. Килти хуçалăхра хальлĕхе «Романовски» йăхĕнчи сурăх путеккисене çитĕнтерет. Çак ĕçре вара ăна амăшĕ Альбина Николаева пулăшать. Ялта почтальонка пулса ĕçлекенскер пур çĕре те ĕлкĕрет – мăнукĕсене те пăхать.



08 февраля 2011
00:00
Поделиться