Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕçсĕррисен йышĕ чакĕ

Ĕçсĕр граждансем хăйсем тĕллĕн ĕç пуçарас енĕпе патшалăх пулăшăвĕпе усă курма пултараççĕ. Çак майсемпе республикăн 2011 çулта Чăваш Республикинче ĕçлев рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакармалли хушма мероприятисен тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн тивĕçтереççĕ, ăна Правительство йышăннă.

Бизнес-план хÿтĕленĕ хыççăн халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба пин çурă клиента хăйсен ĕçне уçма каялла тавăрса памалла мар 58,8 пин тенкĕлĕх субсиди парĕ. Федераци бюджетĕнчен уйăракан субсиди шучĕпе çак мероприяти валли пĕтĕмпе 88,6 млн тенкĕ тăкаклама палăртнă. Иртнĕ çул çак программăпа килĕшÿллĕн республикăра пурăнакан 3 пин ытла çын, халăха ĕçпе тивĕçтерекен службăра ĕçсĕр тесе регистрациленĕскерсем, хăйсем тĕллĕн ĕçлессине тивĕçтернĕ. Çав шутран 1700 çын агропромышленноç комплексĕн сферинче хăйсен ĕçне уçнă, ку ĕçлев рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакарма, ĕçсĕрлĕх пысăкланасран сыхланма май панă. Унччен ĕçсĕр пулнăскере хăйсен ĕçне уçма пĕтĕмпе 175,4 млн ытла тенкĕлĕх финанс пулăшăвĕ кÿнĕ.



11 февраля 2011
00:00
Поделиться