Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Грипп çăмăлттайлăха каçармасть

Районти тĕп больницăра февралĕн 1-8-мĕшĕсенче ОРВИ чирĕсемпе аптăранă 248 çынна шута илнĕ, вĕсенчен 227-шĕ – ачасем. Ачасем, амăшĕ пулма хатĕрленекен хĕрарăмсем уйрăмах йывăррăн чирлеççĕ. Ачасем йышлăн чирленине пула Кĕтеснерти «Солнышко» ача сачĕ, Вăрмарти 1-мĕш номерлĕ «Березка» ача сачĕнчи 2 кĕçĕн ушкăн февралĕн 2-7-мĕшĕсенче карантина хупăннă пулнă. Вăрмарти тĕп больницăран Шупашкарти вирусологи лабораторине чире пуçарса яракан вируса идентификацилеме уйрăмах йывăр чирленĕ çынсен биоматериалне çитернĕ.

ОРВИ чирĕсем сарăлассинчен сыхланма ятарлă маскăсем тăхăнмалла. Шкулти, ача сачĕсенчи чирлĕ ачасене уйăрмалла.

Февраль сиввисем, çанталăк тăтăш улшăнса тăни, тĕрлĕ витамин çитменни пирĕн организма самаях хавшатаççĕ. Ахальтен-и çак тапхăрта грипп, ытти вирус инфекцийĕсем (ОРВИ, ОРЗ) уйрăмах хăвăрт сарăлаççĕ, ачасене çеç мар, аслисене те ураран ÿкерме пултараççĕ. Грипп ересрен çулленех (эпидеми пуçланиччен чылай маларах) ятарлă прививка тăваççĕ-ха. Анчах ытти вирус инфекцийĕнчен хÿтĕленме пулăшакан вакцина хальлĕхе шутласа кăларман.

Грипп е ОРВИ?

Грипп та, ОРВИ те сывлăш çулĕсене тĕрлĕ инфекци лекнипе пуçланаççĕ (çын вăй чакнине туять, пуç питĕ хытă ыратать, ÿт температури ÿсет...). Çапах грипп вирусĕ чылай кавартарах, усалтарах пулнине палăртмалла. Вăл ытти вирус инфекцийĕсенчен хăвăртрах ерет, тÿрех ураран ÿкерет, ÿт температури уйрăмах тăрук ÿссе каять, 39-40 градуса та çитет, хăстарать. Алă-ура, мышцăсем, пуç, куç шăрçисем ыратаççĕ. Тепĕр икĕ-виçĕ кунран сунас пуçланать.

Грипп, ытти вирус инфекцийĕсем чирлĕ çынран сыввине сывлăш урлă ереççĕ. Çавăнпа эпидеми вăхăтĕнче халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче сахалрах пулма тăрăшмалла.

Чиртен сыхланма çăмăлрах

Чирпе кĕрешме мар, унран сыхланма чылай çăмăлтарах. Кунпа кашниех килĕшет. Çавăнпа организма пиçĕхтерме, спортпа туслашма, ăшăрах тумланса çÿреме, тĕрлĕ витаминпа, белокпа пуян улма-çырлапа пахча çимĕç ытларах çиме тăрăшмалла. Поливитаминсем ĕçмелле.

Сивĕ, тăтăш улшăнса тăракан çанталăкра пĕр-пĕр инфекци çаклатас мар тесен ыхра, сухан, лимон ытларах çиме тăрăшатпăр. Вĕсемсĕр пуçне иммунитета çирĕплетме пулăшакан, тĕрлĕ витаминпа, минералпа, эфир çăвĕсемпе пуян тутлă çимĕç те чылай иккен.

Сăмахран, мăйăр шерпечĕ, 200 грамм аçтăрхан е вăрман мăйăрĕ илĕр те аш арманĕ витĕр кăларăр, унтан çăка пылĕпе (150 грамм илмелле) хутăштарăр. 50-шар грамм апельсин тата алоэ сĕткенĕсене пăчăртаса ярăр, пĕтĕмпех лайăх пăтраштарăр. Кунне 3-4 хутчен (апатланиччен çур сехет маларах) пĕрер чей кашăкĕ çиме сĕнеççĕ.



11 февраля 2011
00:00
Поделиться