Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«РОСГОССТРАХ» çирĕп утăмсем тăвать

Хальхи рынок тапхăрĕнче аталанма пĕрре те çăмăл мар. РОСГОССТРАХ Раççейри пĕртен-пĕр пысăк компани пулнă май, ăна шанаслăхĕ ÿссех пырать. Вăл страхлакан рынокра 90 çул халăхшăн ĕçлет, клиентсем умĕнче пур обязательствăсене пурнăçласа пырать. РОСГОССТРАХ компанин Вăрмар поселокĕнчи страхлакан уйрăмĕ иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе республикăра чи лайăххисен шутĕнче. 2010 çулта вăл тĕрлĕ тĕссемпе инкек тÿснĕ 425 çынна 13 миллион тенкĕ ытла саплаштару укçи тÿленĕ.

Ÿсĕм çулĕпе пырасси агентсен ĕçĕнчен нумай килет. «Туслăхра - вăй, çитĕнÿ. Пирĕн патăрта вăй хуракан агентсем поселок тата ял халăхĕн ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Л.Митрофанова (Вăрмар поселокĕпе ĕçлет), Р.Федорова (Кĕлкеш, Тупах ялĕсем), О.Петрова (Мăнçырма), З.Иванова (Хуруй, Атайкасси), С.Вавилова (Чупай), В.Иванова (Чулкас, Анаткас ялĕсем), Г.Васильева (Вăрмар поселокĕ), И.Мишина (Кивĕ Вăрмар) тата ытти агентсем палăртнă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыраççĕ. Пурĕ 42 агент тăрăшса вăй хурать асăннă компанире. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри чылайранпа РОСГОССТРАХРА тăрăшса вăй хурать. Акă Зинаида Васильевна Иванова асăннă компанире ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухрĕ пулсан та, хăйĕн ĕçне чунтан пурнăçласа пырать. Л.Митрофанова, В.Иванова та ĕçре пысăк ÿсĕмсем тăваççĕ, палăртнă плана яланах ирттерсе пурнăçлаççĕ. Вĕсем çамрăксемшĕн чăн-чăн тĕслĕх темелле», - тет Ирина Михайловна Алексеева пуçлăх агентсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май.

Пĕтĕмĕшле каласан страхлакансене тивĕçтерекен малта пыракан стандартсене пурнăçа анлăн кĕртме тăрăшаççĕ. РОСГОССТРАХРА страхланнă, анчах инкек тÿснĕ граждансене яланах пулăшма хатĕр кунти агентсем. Иртнĕ çулсенче В.Иванова агентăн та пысăк хуйхă пулнă, кил-çурчĕ, хуралтисем пĕтĕмпех çунса кĕлленнĕ. РОСГОССТРАХ компанин Вăрмар поселокĕнчи страхлакан уйрăмĕ ăна саплаштару укçи тÿленĕ. Çакă вара самаях пысăк пулăшу кÿрет. Саплаштару укçипе çĕнĕрен çурт-йĕр, хуралтăсем хăпартса лартма пулать.

«Пирĕн тĕп тĕллев - страхлакан клиент шанăçне тÿрре кăларасси. Çавна май хамăр маркăна республика шайĕнче çÿллĕ шайра тытса пыма тăрăшатпăр», - тет И.Алексеева пуçлăх хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетсе.

Ваттисем калашле: «Сыхланакана Турă сыхлать», - теççĕ. Çавăнпа та халăх шанакан компанире çурт-йĕре, пурлăха, пурнăçа страхлама тăрăшăр.



11 февраля 2011
00:00
Поделиться