Вĕрентекен сăмах пĕлтерĕшĕ анлă
Чăн-чăн вĕрентекен пулма ача-пăчана юратакан, вĕсенчен пурнăçа юрăхлă çын тăвас тесе ÿркенмесĕр вăй хуракан, çынлăха, чунлăха палăртакан çын кăна пултарать.
Çакăн пек çынсем те ĕнтĕ Çитмĕш ялĕнчи Егоровсем - педагогсем. Вĕсен çак ĕçри стажĕ, тĕп тымарĕсене шута илсен, 200 çула яхăн. Паянхи сăмахăм иккĕмĕшпе виççĕмĕш сыпăкри вĕрентекенсем пирки пырĕ.
Григорий Егорович - кил-хуçи - 1931 çулта çуралнă. Ялти шкултан вĕренсе тухсан 1951 çулта Хусанти учительсен икĕ çуллăх институтне вĕренсе пĕтернĕ те çавăнтах хулари 5-мĕш номерлĕ шкулта ĕçлеме тытăнать. Кунта çулталăк ĕçленĕ хыççăн Хусанти патшалăх педагогика институтне физикăпа математика факультетне куçăмсăр майпа вĕренме кĕрет. Çак вăхăтрах вăл Çĕнĕ Кинчерти çичĕ çул вĕренмелли шкулта вăй хурать. Унтан тăван ялĕнчен аякрах мар Тупахри сакăр çул вĕренмелли шкула куçать, унтах директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕнче тăрăшать. 1960-1971 çулсенче Анаткасри сакăр çул вĕренмелли шкулта математикăпа физика предмечĕсене вĕрентет, унпа пĕрлех директорăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен заместителĕ пулса тăрăшать. 1971 çулта Кĕлкеш ялĕнче çĕнĕ шкул уçăлать. Унта Çитмĕш, Чĕкету, Кинчер, Кĕлкеш, Тупах ялĕсенчи ачасем вĕренме çÿреççĕ. Ку шкулăн пĕрремĕш директорĕ Николай Афанасьевич Афанасьев пулать. Вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен заместительне, Григорий Егоровича, Анаткас шкулĕнчен куçараççĕ. 1980-1986 çулсенче ăна кунта директорта та ĕçлеме тÿр килет. Ĕçне кура - хисепĕ тенĕ пек - коллективра ăна хисеплеççĕ, сума сăваççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ тĕрлĕрен Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем, медальсем нумай. 1991 çулта вăл тивĕçлĕ канăва тухать, апла пулин те тепĕр 6 çул вăй хурать хăйĕн юратнă ĕçĕнче. Ĕçре çитĕнÿсем тума, пурнăçăн тĕрĕс çулĕпе пыма ăна чи шанчăклă юлташĕ, юратнă мăшăрĕ Альбина Николаевна мĕн ĕмĕр тăршшĕпех пулăшса пырать. Вăл вĕрентекенсен çемйинче çуралса ÿснĕ. Ашшĕ - Николай Иванович Мишин (педагогика стажĕ - 40 çул), амăшĕ - Людмила Афанасьевна (педагогика стажĕ 36 çул). Мишинсем ачисене те хăйсем пекех яваплăха туйма вĕрентсе ÿстернĕ. Ачисем вĕсен виççĕ - Михаил, Альбина, Эльвира. Хĕрĕсем - Альбинăпа Эльвира - ашшĕ-амăшĕн çулĕпе кайнă. Вĕсем - педагогсем.
Альбина Николаевна 1935 çулта кун çути курнă. Ялти шкула вĕренсе тухсан 1956 çулта Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчи историпе филологи факультетне вĕренме кĕрет. Ăна 1960 çулта ăнăçлă вĕренсе пĕтерсе алла диплом илет. Çамрăк педагога районти Тупах ялĕнчи сакăр класс вĕренмелли шкула направленипе ĕçлеме яраççĕ. Кунта вăл 1961-1962 çулсенче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. Каярахпа Анаткас шкулĕнче вăй хурать, унтан 1971 çулта Кĕлкешри вăтам шкула ĕçлеме куçать. Ĕçленĕ май пурнăçĕ те улшăнсах пырать. Çамрăк хĕре Çитмĕш каччи Григорий Егорович куç хывать. Пурăна киле, 1961 çулта, вĕсем пĕрлешсе çемье çавăраççĕ. Çемье тĕрекĕ - ачасем тенĕ пек вĕсен те пĕрин хыççăн тепри çут тĕнчене килеççĕ - Ирина, Людмила, Станислав, Вера. Ачисенчен иккĕшĕ ашшĕ-амăшĕн çулĕпе кайнă. Ирина вырăс чĕлхипе литература учителĕнче, Вера ача садĕнче аслă воспитательте вăй хураççĕ. Ирина Григорьевнăн ĕç стажĕ 20 çул, Вера Григорьевнан - 12. Хальлĕхе вĕсем çамрăк-ха, умра - малашлăх. Ашшĕ-амăшĕсен çулĕпе кайни мухтавлă темелле, мĕншĕн тесен пĕр-пĕрин ĕçри опычĕпе туллин усă курса çитĕнÿсем тума пулать. Альбина Николаевнăн ĕçри ÿсĕмсемшĕн панă тĕрлĕрен Хисеп грамотисемпе наградăсем те чылай. Вăл халăха çутта кăларас отличникĕ, ĕç ветеранĕ.
Хисеплĕ педагогсем халĕ те шкулта кĕтнĕ хăнасем. Вĕсен килĕнчен те хăйсем вĕрентнĕ ачасем талмаççĕ. Туслă та çирĕп çемьене яланах çырусем çыраççĕ, шăнкăравлаççĕ, ырă сунса телей сунаççĕ. Малашне те çаплах пултăрччĕ.