Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Йывăр пулсан та ăнăçусем пулнă

Район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин ЧР ял хуçалăх министрĕ С.Павлов Вăрмар тăрăхĕнче ĕçлĕ визитпа пулнă вăхăтра район активĕ умĕнче тухса каланинчен

2010 çул хăйĕн «кăмăлĕпе» чăннипех тĕлĕнтерчĕ. Хĕлле - сивĕсем, çулла вуншар çул хушши пулман типĕ çанталăк. Çакă маларах палăртнă тĕллевсене пурнăçлама май памарĕ. 18889 гектар çинче тĕш-тырăпа пăрçа йышши культурăсене (малтан палăртнинчен 21 процент ытларах) акнă пулнă. Анчах шăрăх çанталăка пула тĕш тырă культурисен 62 проценчĕ пĕтнĕ, çавна пула 5980 гектар çинчен 7539 тонна тĕш-тырă туса илнĕ - ку 2009 çулхи тухăçăн 20 проценчĕ. Вăтам тухăç гектартан 12,6 центнерпа танлашнă. Çав вăхăтрах «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществи гектартан 25,7 центнер тухăç илме пултарнă. Çĕр улмие 2592 гектар çинчен пухса кĕртнĕ. Тухăçĕ - 13560 тонна (2009 çулхи тухăçăн 26 проценчĕ). Пур хуçалăхсенче гектартан илекен вăтам тухăç 52,3 центнерпа танлашнă. Çав вăхăтрах «Ямуков» хресчен (фермер) хуçалăхĕ пĕр гектартан 550 центнер тухăç илнĕ. 2009 çулта туса кăларнă ял хуçалăх продукцийĕн калăпăшĕ 1 миллиард та 100 миллион тенкĕпе танлашнă пулсан, 2010 çулта ку кăтарту 700 млн пулнă, 36 процент таран чакнă. Апла пулин те районти çĕр ĕçченĕсене кăçал тыр-пул лайăх çитĕнтĕр тесе пысăк ĕçсем туса ирттернĕ - кĕрхи культурăсене 6064 гектар çинче (палăртнинчен 101 процент) акса хăварнă. Вĕсем юр айĕнче тĕрĕс-тĕкел каçасси пирки пысăк шанăç пур.

ЧР Президенчĕ Патшалăх Канашне янă çырура тĕп тĕллевсенчен пĕри çĕрпе тухăçлă усă курасси тесе палăртнăччĕ. Çакă районта тивĕçлипех пурнăçланса пырать. Виçĕ çул хушшинче пусă çаврăнăшне 7 пин гектара яхăн çĕр лаптăкне кĕртнĕ, çав шутра 2010 çулта - 1 пин гектар. Ку тĕлĕшпе «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» АУО, «Павлов В.Ф.» хресчен (фермер) хуçалăхĕ, «Арабоси» агрофирма ăнăçлă ĕçленĕ. Çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси паян та тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăрать. Районта пушă выртакан çĕрсен лаптăкĕ 3635 гектар, 2685 çĕр пайĕн хуçисем вĕсене хăйсен аллине илме васкамаççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, Пысăк Енккасси, Пинер, Чулкас, Энĕшпуç ял тăрăхĕсенче пурăнакансем çĕр тăрантармасть теççĕ пулмалла. Анчах вĕсен шухăшĕпе «Арабоси» агрофирма, «Агро-Чаки», «Средний Аниш» тулли мар яваплă обществăсем, «Арманов» хресчен (фермер) хуçалăхĕ, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики ертÿçисем килĕшмеççĕ, çавăнпа та усăсăр лаптăксене пусă çаврăнăшне кĕртеççĕ. Çак ĕçе пурнăçлассипе çыхăннă тăкаксен пĕр пайне - 50 процент таран - республика тата вырăнти бюджетсенчен уйăраççĕ. Район бюджетне 2011 çул валли те çак ĕçе пурнăçлама укçа-тенкĕ хывса хăварнă. Январĕн 1-мĕшĕнчен «Раççей Федерацийĕн хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе усă курассипе çыхăннă законодательствăсене улшăнусем кĕртесси çинчен» 435 номерлĕ Федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн пушă выртакан çĕр пайĕсене регистрацилессине çăмăллатнă. Çакă хула, ял тăрăхĕсен бюджечĕсене пуянлатма май парать.

2008-2015 çулсенче «Вăрмар районĕнчи АПК аталанăвĕ, ял хуçалăх продукцийĕпе чĕр-тавар, апат-çимĕç туса илесси» тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн кăçал пур тĕрлĕ хуçалăхсенче 27,9 пин тонна тырă, 48,3 пин тонна çĕр улми, 3,9 пин тонна пахча çимĕç туса илме палăртнă. Çакна пурнăçлама пулатех, мĕншĕн тесен кăçал ял хуçалăх культурисем 29010 гектар йышăнĕç (пĕлтĕр - 28700 гектар).

Çĕр ĕçĕсене пурнăçлама коллективлă тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 115 трактор, груз турттаракан 80 автомашина, 93 сеялка, 170 культиваторпа дисклă сÿре пур. Кăçалхи апрелĕн 10-мĕшĕ тĕлне вĕсене çур аки ирттерме хатĕрлесе çитермелле. Пур хуçалăх ертÿçисен те çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе çителĕклĕн тивĕçтересси çине тимлĕх уйăрмалла. Февралĕн 1-мĕшĕ тĕлне çур аки ирттерме дизель топливине кирлĕ шайран 50, бензина 35 процент хатĕрленĕ. Çурхи ака ĕçĕсем ирттерме 45 млн тенкĕ кирлĕ. Çав шутра ÿсен тăрансене хÿтĕлесси, им-çамсемпе вăрлăхсене хатĕрлесси, ĕçленĕшĕн шалу парасси. Çакна кредит илмесĕр пурнăçласси пулмасть. Ку ĕçе «Иванов В.А.», «Г.Н.Ямуков», «А.Г.Сапаркин» хресчен (фермер) тата ытти хуçалăхсем пуçăннă ĕнтĕ.

Тĕш-тырăпа çĕр улми лартнă вăхăтра 15 хуçалăх 4659 гектара 588 тонна минераллă удобренипе апатлантарнă, çакăншăн республика бюджетĕнчен субсиди илнĕ. Паянхи кун тĕлне удобрени илес тĕлĕшпе «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики, «Шигали» ЯХПК, «Средний Аниш» тулли мар яваплă общество тухăçлă ĕçлеççĕ. Пĕлтĕрхи çулла çумăр сахал çунипе палăрнă май шыв шăвармалли пысăках мар системăсене ĕçе кĕртме ыйтать. Çак енĕпе ял хуçалăх продукцине туса кăларакан пур хуçалăхăн та ĕçлемелле.

2010 çулта шăваракан çĕрсен лаптăкĕ районта 80 гектарпа танлашнă. Чи малтанах «Г.Н.Ямуков», «А.Г.Сапаркин», «О.А.Иванова» хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертÿçисем шывсăр пурнăç çуккине пуçа хывнă. «Чăвашмеливодхоз» организаци çĕрсене шăварассине йĕркелессипе бизнес-проектсем хатĕрлеме пулăшу пама сĕнет, çакăн çине пур ертÿçĕн те тимлĕх уйăрасчĕ.

Çур аки ĕçĕсене вăхăтра та ăнăçлă ирттерес тесен пур вăрлăха та кондицие лартмалла, ял хуçалăх техники, çунтармалли-сĕрмелли материалсем, минераллă удобрени, ÿсен-тăрансене хÿтĕлекен препаратсем, вăрлăх туянассине малалла тăсмалла, çут çанталăк шăрăх тăнине курас мар тесен энерги тĕлĕшĕнчен эффективлă шăвармалли системăсене аталантармалла, ял хуçалăх культурисене туса илес ĕçре энергие перекетлекен технологисене пурнăçа кĕртмелле, минераллă тата органикăллă удобренисемпе усă курассине ÿстермелле.

Февралĕн 1-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсенче 15518 центнер тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсен кондициллĕ вăрлăхне хатĕрленĕ (61 процент). Çавăн пекех 334 тонна элита вăрлăх туяннă, çĕр улми - 125 тонна. Ку тĕлĕшпе «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики, «Г.Н.Ямуков», «Павлов В.Ф.» хресчен (фермер) хуçалăхĕсем çаврăнăçуллă. 2011 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне «АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проекчĕ ĕçлеме тытăннăранпа 2513 уйрăм хуçалăх 397 миллион та 539 пин тенкĕлĕх кредит илнĕ, çав шутра кăçал 386 çын - илнĕ сумма 60 млн тенкĕпе танлашать.

Иртнĕ çул РФ, ЧР Правительсвисем, Вăрмар район администрацийĕ ял хуçалăхне витĕмлĕ пулăшу кÿнĕ. Районти аграрисем пур шайри бюджетсенчен 109 млн тенкĕлĕх финанс пулăшăвĕ илнĕ. Çавăнпа хула, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен, депутатсен çынсем хушшинче патшалăх паракан çăмăллăхсемпе усă курма кирли çинчен ăнлантару ĕçĕ ирттермелле.

Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçре лару-тăру çапларах. 2010 çулта пур тĕрлĕ хуçалăхсенче выльăх тата чăх-чĕп аш-какайĕ пур тĕрлĕ хуçалăхсенче 4046 тонна туса илнĕ (чĕрĕ виçепе). Çакă 2009 çулхинчен 3,8 процент ытларах. Çав шутра общество секторĕнче - 713 тонна, 2009 çулхипе танлаштарсан 3,5 тонна ытларах. Аш-какай туса илесси «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикинче, «Нюша» тулли мар яваплă обществăра, «Шигали» ЯХПКра ÿснĕ. «Урмарская» хуçалăхра 468,5 тонна чăх ашĕ туса илнĕ, çакă общество секторĕнче туса илнин 65,7 проценчĕпе танлашать. Тип çанталăк сĕт суса илесси çинче палăрчĕ. Пĕлтĕр пур тĕрлĕ хуçалăхсенче 15666 тонна сĕт суса илнĕ, ку 2009 çулхинчен 2,5 процент сахалрах. Ял хуçалăх организацийĕнче çак продукцие туса илесси 13,4 процент чакнă. Çав вăхăтрах «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикинче 9,8 процент, Мичурин ячĕллĕ ЯХПКра 4,3 процент ÿснĕ. Асăннă çул пĕр ĕне пуçне районта вăтамран 3673 килограмм сĕт суса илнĕ, 2009 çулхипе танлаштарсан 39 килограмм сахалрах. «Шигали» ЯХПКра ĕне пуçне 3911, «Средний Аниш» тулли мар яваплă обществăра 3907 килограмм суса илнĕ. Хальхи вăхăтра сĕт суса илессине ÿстерес енĕпе тĕрлĕ енлĕ ĕçсем пурнăçлаççĕ. Сĕте туянакансем пĕлтĕрхипе танлаштарсан халĕ 40 процент ытларах тÿлеççĕ, февралĕн 1-мĕшĕ тĕлне 1 литр сĕт хакĕ 16-17 тенкĕпе танлашнă. Çакă ĕне усрани тупăш кÿме пуçланине пĕлтерет. Çавăнпа та выльăх йышне упраса хăварса ÿлĕмрен ÿстересси хуçалăх ертÿçисемпе ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем умĕнче тăракан пĕлтерĕшлĕ задачăсенчен пĕри.

Çăмарта туса илесси пур шайри хуçалăхсенче 7 миллион та 606 пин штукпа танлашнă, ку кăтарту ун умĕнхи çулталăкпа танлаштарсан 7,5 процент ытларах. «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикинче 3 миллион та 710 пин çăмарта туса илнĕ. Ÿсĕм - 2,7 процент. Аш-какай валли усракан кашни чăх вăтамран 178 çăмарта тунă. 2009 çулхипе танлаштарсан çакă 3 процент нумайрах. Январĕн 1-мĕшĕ тĕлне пур тĕрлĕ хуçалăхсенче усракан кайăк-кĕшĕк йышĕ 115 пин пуçпа танлашнă, ку малтанхи çулхинчен 1 процент нумайрах пулнине пĕлтерет. Мăйракаллă шултра выльăх йышĕ пур йышши хуçалăхсенче иртнĕ çулхипе танлаштарсан çав шайрах юлнă - 8541 пуç. Çав вăхăтрах «Арабоси» агрофирма выльăхсен шутне 185 (31,2 процент), Мичурин ячĕллĕ ЯХПК 15 пуç (23,8 процент) чакарнă. «Средний Аниш» тулли мар яваплă обществăра урăх енлĕ кăтарту - мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ 17 процент (69 пуç) ÿснĕ.

Ĕнесен йышне илес пулсассăн, вĕсем районĕпе 2010 çул шайĕнчех - 3986 пуç. Патшалăх пулăшу пани - уйрăм хуçалăхсене 1 пин, хуçалăхсене 1500 тенкĕ - сĕт паракан выльăхсене упраса хăварма хушма пулăшу кÿнĕ. Субсиди илме халĕ тĕрлĕ 10 хуçалăх хатĕрлеççĕ. Сыснасен йышĕ районти пур тĕрлĕ хуçалăхсенче 7327 пуç пулнă. Иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан 0,3 процент нумайрах. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче çак ÿсĕм уйрăмах курăмлă (1073 пуç) (86,3 процент). «В.Н.Крылов», «А.В.Илларионов», «Ю.Б.Федоров» хуçалăхсенче йĕркипе çырсан - 600, 200, 150 пуç ÿснĕ. «Нюша» тулли мар яваплă обществăра та вĕсен йышĕ 17 процент ытларах ÿснĕ. АПК комплексĕнче 2010-2011 çулсенче пурнăçа кĕртекен чи пĕлтерĕшлĕ инноваци проекчĕсем çаксем:

- Çăмарта тăвакан 4200 кăркка усрамалли цеха, 30 пин кăркка чĕппи валли апат хатĕрлемелли кормоцеха хута ярасси. («Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики. Проект хакĕ 11,7 млн тенкĕ);

- Арапуçĕнче «Нюша» тулли мар яваплă обществăн сысна фермине реконструкцилесси. Унта сысна çурисене ÿстермелли тата сысна амисене тытса тăмалли (пурĕ 4900 пуç валли) цех пулĕ. Çак проекта пурнăçа кĕртме 19,5 млн тенкĕ уйăрма палăртнă;

- «Средний Аниш» тулли мар яваплă обществăра 200 ĕне усрамалли комплекс, биогаз установки вырнаçтарасси. Хакĕ - 55 млн тенкĕ;

- «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче 100 пуç ĕне усрамалли комплекс, сĕт (талăкне 2 тонна) тирпейлекен цех тăвасси. Çакăн валли 34 млн тенкĕ уйăрма пăхнă;

- «Арабоси» агрофирмăра комбикорм кăларакан çĕнĕ комплекс тăвасси. Пĕтĕмĕшле смета хакĕ - 187 млн тенкĕ. 2011 çулта районти выльăх ĕрчетекенсем умĕнче чи тĕп тĕллевсенчен пĕри выльăх-чĕрлĕх йышне упраса хăварнисĕр пуçне вĕсен пуçне ÿстересси, аш-какай, сĕт, çăмарта туса илессине 2010 çул шайĕнче тытса тăрасси пулса тăрать: аш-какай - 4000, сĕт 16220 тонна, çăмарта 7400 пин штук туса илмелле.



15 февраля 2011
00:00
Поделиться