Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çĕр тупăш кÿтĕр

Районта иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕнче тĕп ыйтусем çаксем пулчĕç: Чăваш Республикинчи ĕç рынокĕнче йывăрлăхсене чакарассипе тивĕçлĕ мерăсем йышăнасси, граждансен 2010 çулхи тупăшне декларацилесси, Чăваш Республикинче Раççей космонавтикин çулне ирттересси. Пĕрлехи информаци кунне ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн заместителĕ Г.Васильев ертсе пыракан ĕçлĕ ушкăн килсе çитрĕ. Чи малтанах ĕçлĕ ушкăн Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕпе К.Никитинпа тĕл пулнă, унтан информаци ушкăнĕ 3 пая пайланса Пинер, Энĕшпуç, Шăхаль ял тăрăхĕсене çитсе граждансемпе тĕл пулнă, тĕрлĕ ыйтусем сÿтсе явнă.

ВĂРМАР, ПИНЕР.

Г.Васильев ертсе пыракан ушкăн чи малтанах «Светлана» тулли мар яваплă обществăра пулса кунти ĕç-хĕлпе паллашнă. Иртнĕ çул хута кайнă предприяти хальхи вăхăтра кал-кал ĕçлесе пырать. Çавăн пекех унăн директорĕ С.Белоусова çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелессипе те пысăк тимлĕх уйăрать. Çавна май çитес вăхăтра асăннă производствăна аталантарма çывăх ялсенче те филиал уçма палăртас тĕллевлĕ вăл.

Унтан ĕçлĕ ушкăн Пинер ял тăрăхне çитсе курчĕ. Вĕсем вырăнти администраци, педагогсен коллективĕсемпе тĕл пулчĕç. Çавăн пекех уйрăм çын лавккин ĕçĕ-хĕлĕпе те паллашрĕç. Вырăнти халăхпа ĕçлĕ тĕл пулу ял тăрăхĕн библиотекинче иртрĕ. Г.Васильев информаци кунĕн тĕп темисемпе паллаштарчĕ, 2011 çул Раççей космонавтикин çулĕ пулнине палăртрĕ. Çавна май пирĕн ентеш-космонавта А.Г.Николаева халалласа Шупашкар хулинче палăк лартма палăртнине пĕлтерчĕ.

Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин район руководителĕсен çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелессипе тĕллевлĕ ĕçлемеллине, усă курман çĕрсене лайăх аталанса пыракан ял хуçалăх предприятийĕсене арендăна памаллине, мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх йышне чакармалла маррине каларĕ. «Пирĕн районта ял хуçалăх отраслĕ ытларах аталаннă май усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртме тăрăшмалла. Вăл тупăш кÿтĕр. Çапла майпа районăн социаллă экономикине çĕклессипе кашни ял хуçалăх ĕçченĕн кăçал çанă тавăрса тăрăшмалла», - терĕ К.Никитин.

ШĂХАЛЬ.

М.Федотов ертсе пыракан ушкăн Шăхаль ял тăрăхне çитсе унти граждансемпе тĕл пулчĕ. Культура çуртĕнче иртрĕ вăл. Райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов, Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Семенов хутшăнчĕç, тĕрлĕ ыйтусем çине хуравларĕç. Ял халăхне сĕт хакĕ чакса кайни (вăл 17 тенкĕрен 12 тенке çитрĕ), килте ĕне тытакан уйрăм кил хуçалăхсене выльăх-чĕрлĕх апачĕ туянма 1000-шер тенкĕ уйăрнă пулсан та, çав укçа-тенкĕ халĕ те перекет кĕнеки çине куçманни, арендăна панă çĕр пайĕшĕн укçа-тенкĕ сахал пани пăшăрхантарчĕ. Сĕт хакне район тата республика шайĕнче контрольлеме ыйтса хăварчĕç. Çавăн пекех ĕçлĕ ушкăн Шăхальти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта пулса курчĕ, кунти ĕç-хĕлпе тĕплĕн паллашрĕ.

Пĕрлехи информаци кунне Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин пĕтĕмлетрĕ, тивĕçлĕ решенисем йышăнма палăртрĕ.



18 февраля 2011
00:00
Поделиться