Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Палăртса хуни пурнăçланатех

Хаçатăн иртнĕ номерĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн К.Никитинăн ЧР ял хуçалăх министрĕ С.Павлов пирĕн тăрăхра пулнă чухне район активĕ умĕнче ял хуçалăхри пĕлтĕрхи лару-тăрупа паллаштарнине пичетленĕччĕ. Константин Владимирович хăйĕн сăмахĕнче «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществи тунă нумай çитĕнÿсене палăртнă.

«Чăн сăмахăн суйи çук», - теççĕ халăхра. Иртнĕ çул вара Киввăрмарсем çанталăк темле шăрăх та типĕ тăнă пулсан та хăйсен кăтартăвĕсене (тĕш тырă туса илнисĕр пуçне) чакарман. Пачах урăхла - ÿстерсех пынă. Паян калаçу хуçалăх ертÿçипе Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕпе, РФ Агропромышленность комплексĕн хисеплĕ ĕçченĕ ята тивĕçнĕ Николай Петрович Петровпа.

Корр.: Хуçалăха ертсе пыма пуçланăранпа 9 çул çитсе пырать. Юбилейлĕ дата мар паллах, анчах вăл вăхăтрипе хальхине танлаштармалли пурах пуль.

Н.П.: Мухтанасшăн мар та, çапах хуçалăха ертсе пыма пуçласан ĕç эффективлăхне ÿстерес, дисциплинăна çирĕплетес енĕпе туса ирттернĕ ĕçсем тепĕр çулнех хăйсен çимĕçне пама пуçларĕç. Енчен те 2002 çулта туса илнĕ продукци сутса хуçалăх кассине 10394 пин тенкĕ укçа кĕнĕ пулсан, 2003 çулта вăл 15084 пине, 2004 çулта 24535 пин тенке çитет. 2010 çула илес пулсассăн çак сумма икĕ хут ытла ÿснĕ - 56678 пин тенкĕпе танлашнă. Таса тупăш 2008 çулта 1007 пин тенкĕпе танлашнă пулсан, 2010 çулта - 3630 пин тенкĕпе.

Корр.: Цифрăсене хирĕç каяймăн. Çавăнпа та малаллахи калаçăва та вĕсем тавра йĕркелер-ха...

Н.П.: Статистика пĕтĕмпех пĕлет тесе ахальтен каламаççĕ. Цифрăсем таврах çаврăнар.

Çултан-çулах эпир усă куракан çĕр лаптăкне ÿстерсе пыратпăр. 2009 çулта вĕсен калăпăшĕ 2804 гектар пулнă пулсан, (вăл шутра суха тăваканни - 2569), пĕлтĕр вара 2970 гектарпа танлаштартăмăр (суха тăваканни 2735 гектар). Çакă çывăхри ял тăрăхĕсенче усăсăр выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртнипе пулса пырать. ЧР Президенчĕ М.Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче çĕрпе тухăçлă усă курмалли çинчен каланине пурнăçа кĕртнипе пĕрлех хуçалăхшăн кирлĕ ĕç туса ирттеретпĕр. 109,8 пин пуç чăх-чĕпе, 11,5 пин пуç хура, 4,6 пин кăрккана, 110 пуç мăйракаллă шултра выльăха усрама чылай тонна тĕш тырă, витаминлă курăк çăнăхĕ, утă-улăм кирлĕ. Чăн та пĕлтĕрхи типĕ çанталăк условийĕсенче тĕш тырă культурисене палăртнă чухлĕ пухса кĕртеймерĕмĕр пулсан та, пирĕн кăтарту - вăтамран 1 гектар пуçне 25,7 центнер - районĕпе кăна мар, республикипе те пысăккисенчен пĕри пулчĕ. Çакă хуçалăхри выльăх-чĕрлĕх валли кирлĕ таран курăм хатĕрленисĕр пуçне пĕлтерĕшлĕ таран Кивĕ Вăрмарта ĕне-выльăх тытакансене улăм сутма май пачĕ.

Корр.: Тĕш тырă, утă-улăм çинчен калаçрăмăр пулсан, халĕ унпа усă курса туса кăларакан продукци çине те сăмаха куçарма вăхăт мар-ши?

Н.П.: Пирĕн тĕллев - туса илекен продукци калăпăшне çулсерен ÿстерсе пырасси. Енчен те 2009 çулта 3440 пин чăх, 127 пин хур, 45 пин кăркка çăмарти туса илнĕ пулсан, 2010 çулта çак кăтартусем 3485 пин, 197 пин, 28 пин штукпа танлашнă. Кам та пулса кăркка çăмартисен йышĕ чакнă тесе каласан çапла ăнлантаратăп - АПК комплексĕнче 2010-2011 çулсенче пурнăçа кĕртекен пĕлтерĕшлĕ инноваци проекчĕсемпе кăркка усрамалли цех, кăркка чĕппи валли апат хатĕрлемелли кормоцех хута каймалла, ун чухне кăркка, вĕсем тăвакан çăмарта йышĕ курăмлă ÿсĕ.

Унсăр пуçне аш-какай туса илесси те тупăш кÿрет: кайăк-кĕшĕк аш-какайне 4685, мăйракаллă шултра выльăхсен ашне 163 центнер туса илнĕ. Сăвакан ĕнесем те хĕсĕр мар - 1130 центнер сĕт суса илнĕ. Тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк чĕпписемпе тĕрлĕ хуçалăхсене, уйрăм çынсене тивĕçтересси те пĕлтерĕшлĕ. Нумаях пулмасть район хаçатĕнче кун пирки çырнăччĕ, çапах тепĕр хут аса илтерес килет: кăçал 230 пин пуç бройлер чăх, хур, кăркка чĕпписем сутма палăртнă, унсăр пуçне асăннă кайăк-кĕшĕкĕн 1,5 млн çăмартине вырнаçтармалли плансем пур.

Тепĕр ыйтăвĕ мĕнле пулассине сисетĕп: ку - хуçалăхра вăй хуракансем çинчен. Вĕсем пур шайри специалистсем - кунта манран пуçласа чăх-чĕп, выльăх пăхакансем - пурте кĕреççĕ, пĕрле пĕр-пĕринпе алла-аллăн тытăнса ĕçлемесен çитĕнÿ пулмĕччĕ. Коллективра паянхи кун тĕлне 175 çын вăй хурать (çуллахи вăхăтра вĕсен йышĕ ÿсет). Кунта Киввăрмарсемсĕр пуçне Кавал ял тăрăхĕнчен, Вăрмар поселокĕнчен ĕçе çÿреççĕ. Пурне те вĕсене хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн пысăк тав. Кашни çулах ĕç укçине те ÿстеретпĕр. Коллективлă договора çырнă чухне палăртса хунисене çулсерен пурнăçласа пыратпăр. Сăмах çилпе вĕçмест - енчен те 2008 çулта уйăхри вăтам ĕç укçи 7020 тенкĕпе танлашнă пулсан, пĕлтĕр çак кăтарту 8593 тенке çитнĕ. Интервью цифрăсем çинче йĕркеленсе пынă май çаплах калам-ха: çак цифра малалла та ÿсĕ.

Николай Петрович, уçă калаçушăн тавах.

Кĕске справка.

1957 çулхи февралĕн 19-мĕшĕнче Кивĕ Вăрмарта çуралнă. Ялти, Вăрмарти иккĕмĕш вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Хусанти ветеринари институтĕнче пĕлÿ пухнă. Диплом илнĕ хыççăн ветеринари врачĕ пулса Вăрмарти ветстанцинче ĕçленĕ. Кунта 9 çул хушши тăрăшулăх кăтартнă. 1988 çулта «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикинче тĕп ветеринари врачĕ пулса ĕçлеме тытăннă. 1996 çулта Мускаври социаллă университетăн юридици факультетне вĕренсе пĕтернĕ. 2002 çулхи сентябрь уйăхĕнче пултаруллă специалиста фабрика директорĕ пулма уйăрса лартаççĕ.



18 февраля 2011
00:00
Поделиться