Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Офицер - паттăрла професси

Олег Николаевич Иванов 1989 çулхи августăн 15-мĕшĕнче Энĕшпуç ялĕнче çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ, Людмила Васильевнăпа Николай Петрович Ивановсем, ырă кăмăллă, ĕçчен, тараватлă мăшăр, вĕсене кÿршисем те, тăванĕсем те, ял-йыш та хисеплет. Ашшĕ Н.Иванов нумай çул хушши чукун çул çинче ĕçлекенсен бригадинче вăй хунă. Юлашки вăхăтра Юдинăра хĕç-пăшаллă хуралĕн стрелокĕ пулса тăрăшать. Амăшĕ, Л.Иванова,чылай вăхăт тĕрлĕ вырăнта бухгалтер пулса ĕçлет. Халĕ Вăрмар поселокĕнче БТИ тытăмĕнче инженер-инвентаризаторта тимлет. Вĕсем икĕ хĕрпе (иккĕшĕ те аслă пĕлÿ илнĕ) пĕр ывăл пăхса çитĕнтернĕ.

Олег ялти шкулта лайăх паллăсемпе вĕреннĕ, спортпа туслă пулнă. Харсăр чунлă та культурăллă çамрăк офицер пулма ĕмĕтленнĕ. Çĕршыва сыхласси - чи сăваплă та хисеплĕ ĕçсенчен пĕри. Астăватăп-ха эпĕ ăна шкулта вĕрентнĕ вăхăтра Олег пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсен предметăн çар темипе çыхăннă урокĕсене хапăллатчĕ, дисциплина енчен ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăратчĕ.

Энĕшпуçĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухсан вăл çар училищин курсанчĕ ята илме хатĕрленсе Канаш, Хусан хулисенче медицина комиссийĕ витĕр тухса сывлăхĕ тĕлĕшĕнчен çар службине кайма юрăхлине çирĕплетнĕ, тĕрлĕ документсене вăхăтра пуçтарса хатĕрленĕ. Вĕренÿ предмечĕсемпе ăнăçлă экзамен тытса Хусанти командирсем хатĕрлекен артиллерин аслă училищине вĕренме кĕнĕ. Кунта çар ăсталăхне вĕренÿре чыслăн ÿстерсе пынă. Çамрăк курсант хăйне тытма пĕлнĕ, пур приказсене те вăхăтра пурнăçланă, кăткăс артиллери техникине алла илнĕ, училищĕри обществăлла ĕçе активлă хутшăннă. Çарпа политика вĕрентĕвĕнче ырă тĕслĕх кăтартнă, дисциплинăллă тата политикăпа мораль тĕлĕшĕнчен çирĕп пулнине палăртнă. Çар училищинче пултаруллă çамрăк çирĕпленет, пĕлÿ илет, тавра курăмне ÿстерет. Пĕлтĕр, 4-мĕш курс вĕренсе пĕтерсен, О.Иванов ытти курсантсемпе пĕрле Саратов облаçĕнче стажировкăра пулчĕ. Кунта пирĕн ентеш йывăрлăхсенчен пăрăнмасăр, хăйĕн вăй-халне хĕрхенмесĕр çарпа политика, тактика вĕренĕвĕнче çитĕнÿсем тăвать, командованинчен тав сăмахĕсене тивĕçет.

Пĕлÿ шайне татах ÿстерес тесе хăйĕн кăмăлĕпе çар психологĕн дипломне алла илет. Кăçал 5-мĕш курсран ăнăçлă вĕренсе тухса лейтенант звани илсе офицер пулса тăма ĕмĕтленет. Тăван çĕршывăн халăхĕн мирлĕ ĕçне шанчăклă сыхлама тупа тăвать. Унсăр пуçне кунта инженер-электромеханик гражданла дипломĕпе те тивĕçтереççĕ.

Олег Николаевича уяв ячĕпе ăшшăн саламлас килет. Хаçат вулакансем пулас офицерăн ашшĕпе амăшĕ юратнă ывăлĕшĕн мĕнле хумханса савăннине лайăх чухлаççĕ ĕнтĕ. Сире, Людмила Васильевнăпа Николай Петрович, уяв ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх, çемьере пысăк телей, ĕçре çитĕнÿсем сунатпăр.



22 февраля 2011
00:00
Поделиться