Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вĕсен ĕç калăпăшĕ сахалрах пулсан аванччĕ

Райадминистрацин ларусен залĕнче çул çитмен ачасем хушшинче профилактика ĕçĕсене йĕркелессипе çыхăннă анлă лару иртнĕ.

«Чылай ял тăрăхĕсенче çĕнĕ пуçлăхĕсем, депутатсен корпусĕн çĕнĕ йышĕ, апла пулсан вĕсен çĕнĕлле ĕçлемелле, йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ ачасене пулăшмалла. 131 номерлĕ Федераллă саккун ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемшĕн сĕтел кĕнеки вырăнĕнче пулмалла. 2010 çулта райадминистрацин çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссийĕ тата районти ШĔПĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен пайĕ пурĕ 175 ĕç пăхса тухнă. Ашшĕ-амăшĕсем хăйсен ачисем умĕнчи тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçламаннипе çыхăннă 132 ĕç тишкернĕ. Паянхи куна çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссире учетра - 28 ача.

Шкул ачисем хушшинче ятарлă анонимлă ыйтăм ирттернĕ. Алкоголь тутанса курнă-и тесе ыйтнине, 170 ачаран 33,5 проценчĕ тутанса курнă тесе палăртнă. Вăйпа япаласем е укçа-тенкĕ ыйтса илнĕ-и тесен, 19 проценчĕ майлă хурав панă. Хула, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен, культура, спорт учрежденийĕсен ĕçченĕсен çамрăксен обществăлла пурнăçне контрольлесех тăмалла, вĕсене тĕрлĕ мероприятисене явăçтармалла. Районта пурĕ 83 ăнăçсăр çемье шутланать, вĕсенче 156 ача пурăнать. Çавăн пекех социаллă хăрушлăх кăларса тăратакан çемьесен списокĕ те пур. 26 çемьере ашшĕ-амăшĕ тăтăшах алкогольпе иртĕхет, вĕсенче - 52 ача. Комисси членĕсем çемьесене тĕрĕслесех тăраççĕ, кăçал 16 çемьене çитсе курнă. Ашшĕ-амăшĕсем хăйсен ачисемпе тискеррĕн хăтланни пирĕн районта сарăлман, анчах та тĕслĕхсем пур. Комисси членĕсен ачасене хăйсен ашшĕ-амăшĕсенчен хÿтĕлеме тивет темелле. Ачасемпе тискер хăтланни вăл хĕнени кăна мар, вĕсене сивĕ çанталăкра урама кăларса яни, апат çитерменни, тивĕçлĕ пăхманни», – терĕ çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комисси председателĕ, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов.

Районти ШĔП начальникĕ И.Константинов çул çитмен ачасем тăвакан преступленисен йышне чакарассипе еплерех ĕçлени пирки каларĕ. (2010 çулта преступлени тăвасси чылай ÿснĕ). Çавăн пекех вăл февралĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 15-мĕшĕччен районта «Милици тата ачасем» акци пырасси çинчен каларĕ.

«Кам вăл право йĕркине пăсакан; Ку вăл питĕ вăйлă, нумай энергиллĕ çул çитмен ача. Апла пулсан ăна ĕç тупса памалла, мĕнпе те пулин интереслентермелле. Çапла пулсан ача хăй умĕнче яваплăх туять. Ачасем ватăсене тĕрлĕ ĕçре пулăшма пултараççĕ, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен те çакна аталантармалла», – терĕ халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центр директорĕ В.Нестеров.

Çавăн пекех çул çитмен ачасене пырса тивекен ыйтусем тавра район прокурорĕн заместителĕ Г.Демьянов, Вăрмар хула тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Иванов, Энĕшпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов тухса калаçрĕç.



22 февраля 2011
00:00
Поделиться