Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çÿп-çап айне пулас мар

Пирĕн ялăн Октябрьски ятлă урам пуçамăшĕнче А.Федоров пурăнать. Вăл тасалăха, йĕркелĕхе питĕ юратни курăнать, кÿршĕре тасалăха тытса тăма тăрăшать. Унта-кунта кирлĕ мар япала ан вырттăр тесе хăйĕн кил картишĕнче çеç мар, урама та (хăйĕн килĕ умне) ещĕк туса лартнă. Унта хĕрлĕ сăрăпа «Çÿп-çапа çакăнта пăрах!» - тесе çырса, тĕллесе кăтартакан пÿрне ÿкерсе хунă. Пăхма та илемлĕ, япали те çынсемшĕн усăллă (тав сăмахĕ калас килет ăна).

Пластмасса япалисем çĕрмесĕр, çĕре сиен кÿмесĕр нумайччен выртма пултараççĕ пулсан, тимĕр-тăмăр вара 2-3 çултан тутăхса-çĕрсе пынă май çĕре, шыва часах сиен кÿме пуçлать, çавăнпа вĕсене пачах та пăрахмалла мар, пуçтаракансене шăратма парса ямалла. Хальлĕхе вара кун çинчен никам та шухăшламасть.

Çĕкленĕ проблема пирĕн ялта çеç мар çивĕч тăрать, ытти ялсенче те, хуласенче те пур. Ку ыйтупа пирĕн çĕршывра (экологи темипе) радиопа та, телевизорпа та хутран-ситрен калаçусем ирттереççĕ, шкулсенче те çĕклеççĕ çак темăна, анчах та вĕсен витĕмлĕхĕ те, çитменлĕхĕсем те сахалах мар пуль. Республикăри хăш-пĕр районсенче çÿп-çап пухмалли полигонсем уйăрасси, вĕсене ирĕлтерсе урăх продукци кăларакан заводсем лартасси пирки йышăнусем туни çинчен илтнĕччĕ. Пирĕн Пысăк Енккасси ял тăрăхĕн администрацийĕ те çÿп-çап пухмалли контейнерсем, вĕсене ăçта лартмалли вырăнсем уйăрнă, анчах та бюджетра укçа-тенкĕ сахал пуçтарăннипе пурнăçа кĕртеймеççĕ ăна. Апла пулсан мĕнле те пулин урăхла меслетсем шыраса тупас пулать, çÿп-çап куписем пире ан çĕнтерччĕр.



25 февраля 2011
00:00
Поделиться