Çĕнĕ орган
2011 çулхи январĕн 15-мĕшĕнчен «Раççей Федерацийĕн Следстви комитечĕ çинчен» 403 номерлĕ Федераллă саккун вăя кĕчĕ. Çак саккунпа килĕшÿллĕн Раççей Федерацийĕнче çĕнĕ орган – Раççей Федерацийĕн Следстви комитечĕ йĕркеленнĕ. Çапла вăл малашне хăй тĕллĕн ĕçлекен, прокуратура органĕсен системине кĕмен орган шутланать. Следстви комитечĕн тĕп тĕллевĕ РФ уголовнăй тата процессуаллă законодательствин йĕркипе преступленисене, уйрăмах çын пурнăçĕшĕн, сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратаканнисене тупса палăртасси, гражданинăн конституци прависене тата ирĕклĕхне, ар çыхăнăвĕн ирĕклĕхне, патшалăх тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен службисен интересĕсене, ертсе пырас ĕçре йĕркене пăсакан преступленисене тăрă шыв çине кăларасси. Çавăн пекех çĕнĕ орган преступлени çинчен пĕлтерÿ йышăннă, регистрациленĕ, уголовнăй ĕç пуçарнă, ăна тĕпченĕ чухне тунă преступленисене тишкерет. ЧР РФ Следстви комитечĕн районсем хушшинчи 7 следстви уйрăмĕ йĕркеленнĕ. Вăрмар районĕнче пулнă çак орган РФ Следстви комитечĕн Çĕрпÿри районсем хушшинчи следстви уйрăмне куçĕ.