Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Инноваци хуçалăхсене те çитрĕ

2008-2015 çулсенче «Вăрмар районĕнчи АПК аталанăвĕ» программа районта тĕллевлĕ пурнăçланса пырать. Çавна май 2010-2011 çулсенче пурнăçа кĕртекен чи пĕлтерĕшлĕ инноваци проекчĕсенчен пĕри - «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă обществăра 200 ĕне усрамалли комплекс, биогаз установки вырнаçтарасси. Хакĕ - 55 миллион тенкĕ. Хальхи вăхăтра хуçалăх пуçлăхĕ П.Крылов çĕнĕ проектсене вăя кĕртессипе тăрăшать.

П.Крылов çак хуçалăха чылайранпа ертсе пырать. Вăл ял хуçалăх ĕçĕнче тăрăшса вăй хума инженер, зоотехник, ветврач çитменни, строительство материалĕсем кирли çинчен палрăтса хăварчĕ, çавăн пекех биогаз установкине вырнаçтарма укçа-тенкĕ сахал мар кирлине каларĕ.

Кăçалхи февралĕн 1-мĕшĕ тĕлне асăннă хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕхсен йышĕ 480 пуç, çав шутран 200 пуç сăвакан ĕне, 135 пуç самăртакан вăкăрсем шутланаççĕ. Иртнĕ çул сĕт - 781, аш-какай - 57 тонна туса илнĕ. Пĕр ĕне пуçне вăтамран 3907 килограмм сĕт суса илнĕ. Мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕхсен талăкри ÿт хушаслăхĕ вăтамран 550 грампа танлашать.

Çакна палăртмалла: асăннă хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх апачĕ çителĕклĕ хатĕрленĕ. Выльăх-чĕрлĕхе апатлантарма утă - 415, сенаж - 350, улăм - 110, концентрациленĕ паха апат 335 тонна хатĕрленĕ. Апат рационĕнче тĕш тырăран авăртнă çăнăх хутăшĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кунта витаминлă апатсем упранса юлаççĕ. Çăнăх хутăшĕнчен пĕрчĕленĕ гранула хатĕрлеме ятарласа Е - 500 ятарлă аппарат туяннă. Мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕхе тутлăхлă апатлантарни вĕсен ÿт хушаслăхне - 32, сĕт туса илессине 10-12 процент таран ÿстерет. Унчченхи çулсемпе танлаштарсан мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх йышĕ 15 процент таран ÿсрĕ.

Хальхи вăхăтра асăннă ĕçсене хуçалăх хăй вăйĕпе пурнăçлать. Унсăр пуçне кунта биогаз установкине вырнаçтарма палăртаççĕ. Ăна валли 25 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă.

Çур аки çывхарса пынă май «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă обществăн ĕçченĕсем ăна тивĕçлĕ шайра кĕтсе илме хатĕрленеççĕ. Вăрлăха кондицие лартассипе ĕçсем кал-кал пыраççĕ. Элита вăрлăхсем туянаççĕ. Çавăн пекех çунтармалли-сĕрмелли материалсем çителĕклĕ туяннă. Эппин, Кинчерсем çур акине тивĕçлĕ шайра ирттерсе яраççĕ, тесе шанма пулать. Кунта ĕçлекенсем пĕр-пĕрне ăнланса хăйсен умне лартнă тĕллевсене пурнăçласа пынине шута илсен, ку çаплах пулĕ.



25 февраля 2011
00:00
Поделиться