Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Производство, бюджет, культура...

Февралĕн 24-мĕшĕнче райадминистрацин ларусен залĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсен 5-мĕш созыври 5-мĕш ларăвĕ иртрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, пай начальникĕсем, сектор заведующийĕсем, хула тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем пурĕ 12 ыйту пăхса тухрĕç. Район пуçлăхĕ, район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ В.Павлов ларăва уçнă май 2011 çулта çакăн йышши пуху пĕрремĕш хут иртнине палăртрĕ, малашне те тухăçлă ĕçлесе пурăнасси пирки каларĕ.

Чи малтанах райадминистрацин культура тата архив ĕçĕн пайĕн начальникĕ И.Дмитриева «Вăрмар районĕн 2006-2010 çулхи культура аталанăвĕ» районти тĕллевлĕ программа еплерех пурнăçланнипе паллаштарчĕ. Вăрмар районĕнче пурĕ 43 культура учрежденийĕ. Хальхи вăхăтра район культурин 2011-2020 çулсенчи аталанăвĕн планне хатĕрлес ĕç пырать. Депутатсем хăйсенчен ятарлă комисси йĕркелесе Ямпайĕнчи клубри лару-тăрупа паллашас тĕллев лартрĕç.

Райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ А.Енькова «2011 çулхи район бюджечĕ çинчен» ыйтăва кĕртнĕ улшăнусемпе паллаштарчĕ.

Райадминистрацин строительство тата обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн начальникĕ А.Тихонов «Пурăнмалли çурт-йĕр» федераллă программăна кĕртнĕ улшăнусем çинчен каларĕ. Пурăнмалли условисене лайăхлатма райадминистрацинче черетре тăнă пулнă çамрăк çемьесем укçан кредит илсе хваттер е çурт туяннă пулсан, вĕсене черетрен кăларнă, малашне çаксене субсиди те уйăрмаççĕ. Ку пĕрремĕш çĕнĕлĕх. Хваттер е çурт туянма черетре тăракан çамрăк çемьесене программăпа килĕшÿллĕн çуртăн е хваттерĕн хакне 35 процент (малтан пĕр е ытларах ачаллисене 40 процент) субсидиленĕ пулсан, малашне 30 процент кăна (унччен пĕр е ытларах ачаллă çемьесене 35 процент таран) субсидилеççĕ. Пирĕн районта иртнĕ çулсенче 61 çамрăк çемье «Çамрăк çемьесене пурнăмалли çурт-йĕр» хушма программăпа усă курса хваттерлĕ пулнă.

Газпа, электричествăпа усă курнăшăн тÿлемелли хаксем ÿснине кура «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ О.Иванов хăйсен те тарифĕсене ÿстерме тивнине каларĕ.

Константин Владимирович район администрацийĕн структурине улшăнусем кĕртессине каларĕ, вĕсене çирĕплетесси çинче чарăнса тăчĕ, депутатсем пурте пĕр сасăллă пулса çакăнпа килĕшрĕç. Пухура паллă композитора, Николай Прокопьевич Иванова, «Вăрмар районĕн хисеплĕ гражданинĕ» ят пама йышăннă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин районăн кăçалхи социаллă экономика лару-тăрăвĕпе паллаштарчĕ: «Çулталăк пуçламăшĕнче пурте ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ, нумай кăтартусем лайăхрах. Пĕлтĕрхи январь уйăхĕпе танлаштарсан производство калăпăшĕ самай пысăкрах, «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики, Вăрмарти тырă йышăнакан пункт, «Йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинат» МУП кăтарăтăвĕсем пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 3 хут ÿснĕ. «ОВАС», «Светлана» тулли мар яваплă обществăсен ĕç калăпăшĕ 7 хут пысăкланнă. Палăртма кăмăллă, Вăрмар районне çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелес тĕлĕшпе республика шайĕнче тăтăшах лайăххипе асăнаççĕ. Районти ЗАГС пайĕ пĕлтернĕ тăрăх кăçалхи январь уйăхĕнче ача çураласси çын вилеслĕхĕнчен ирттернĕ. Юлашки çулсенче кун пекки пулман. Çулталăк малалла та ăнăçлă пырасса шанас килет.



25 февраля 2011
00:00
Поделиться