Ĕçчен, хастар, тараватлă
«Кайăк тĕкĕпе илемлĕ, этем - ĕçĕпе» - тенĕ ваттисем. Çак сăмахсем Кĕтеснер ялĕнче пурăнакан Луиза Вячеславовна Федорована тÿрремĕнех пырса тивеççĕ.
Мĕнле кăна ĕç тума пĕлмеççĕ-ши унăн ăста аллисем? Тĕрĕ тĕрлеме ларать-и вăл, шăтăкла çыхать-и, вĕт шăрçаран ăсталать-и - пурте тикĕс те çыпăçуллă, куç илмелле мар илемлĕ пулса пыраççĕ унăн. Ку ĕçе ăна амăшĕ пĕчĕкренех хăнăхтарнă. Халĕ Луиза Вячеславовна хăйĕн хĕрне Дашăна вĕрентет. Даша Республика кунĕнче вĕт шăрçаран тунă хăйĕн ĕçĕсене курава тăратса диплом та илме тивĕçлĕ пулнă. Луиза Вячеславовна 1970 çулхи мартăн 29-мĕшĕнче Кĕтеснерте çуралнă. Ашшĕ, Вячеслав Владимирович, ĕмĕр тăршшĕпех колхоз пилораминче вăй хунă. Ахăртнех, çавăнпа вăл йывăç касса эрешлеме юратать. Килĕнче вĕсен пĕр илемлетмен япала та çук. Амăшĕ, Юлия Михайловна, малтан строительство тытăмĕнче, унтан лавккара, кайран фермăра ĕçленĕ. Халĕ вĕсем иккĕшĕ те тивĕçлĕ канура. Вăй çитнĕ таран ачисене пулăшаççĕ, пĕрре те ахаль лармаççĕ. Ачисем те хăйсенех пăхнă çав. Вĕсем виççĕшĕ те ялта шутлă çынсем. Луиза ялти шкула пĕтерсен Шупашкарти медицина училищинче вĕреннĕ. Унтан санэпидемстанцинче ĕçленĕ. Пĕлĕвне ÿстерес тĕллевпе Хусанти медицина институтне каять. Унта 6 çул вĕренсе алла диплом илсен каллех санэпидемстанцине таврăнать. 10 çул хушши врач-бактериолог пулса ĕçлет. Унтан, мăшăрĕ çĕр уйăрса илсе тухсан, ĕç вырăнне пăрахсах ăна пулăшма тытăнать. Шăкăл-шăкăл калаçса, пĕр-пĕрне ăнланса пурăнаççĕ вĕсем. Çавăнпа ĕçĕ те кал-кал пулать. 200 гектар çĕр çинче ĕçлеме техникине те çителĕклех туяннă. Тата картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ вĕсем: сысна, ĕне, пăру, сурăх. Пурне те пăхса ĕлкĕреççĕ. Унсăр пуçне Луиза Вячеславовна ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçне тытăнчĕ. Ял администрацине тем тĕрлĕ çын та пырать. Кашнин хăйĕн ыйтăвĕ. Вĕсене пурне те вăл хăйĕн ырă кăмăлĕпе çавăрса çепĕççĕн калаçса ыйтăвĕсене татса пама тăрăшать. Никама та нихăçан та сивĕ сăмах каламасть. Кашни çын чĕри патне сукмак хывма пĕлет. Унсăрăн мĕнле пултăр-ха; Вăл чăн малтан - ача амăшĕ. Амăшĕ мĕнле, ачисем те çапла. Вĕсене мĕн пĕчĕкрен ваттисене хисеплеме, кĕçĕннисене пулăшма тата ĕçе хăнăхтарать Луиза Вячеславовна. Дашăпа Федя амăшĕ ĕç хушсан нихăçан та «манăн выляма тухас килет», - тесе курман. Выльăх пăхмалла-и е çĕр улмипе тăрмăшмалла-и - пур çĕрте те пĕрле. Иккĕмĕшĕнчен, вăл - врач. Чăн-чăн тухтăр вара эмелпе кăна мар, ăшă сăмахпа та сиплет. Виççĕмĕшĕнчен вăл чăн-чăн чăваш хĕрарăмĕ. Чăваш хĕрарăмĕ яланах сăпайлă пулнине эпир пурте пĕлетпĕр.
Обществăлла ĕçсене пурнăçлама та вăхăт тупать Луиза Вячеславовна. Ĕнтĕ иккĕмĕш çул ялти Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ пулса ĕçлет. Вăл тăрăшнипех ялти Культура çурчĕ умĕнче ачасем валли канмалли лаптăк тунă. Халĕ унта кунĕпех ача сасси илтĕнсе тăрать. Унсăр пуçне ал-ĕç тăвакансен кружокне ертсе пырать, ялти концертсене хутшăнать. Пур ĕçе те хăйĕн ĕçĕ пек туять. Кашни ĕçрех унăн тÿпи пур. Тĕслĕхрен, ял Акатуйĕ, Ваттисен кунĕ, Çĕнĕ çулпа, Раштав уявĕсем тивĕçлĕ шайра иртчĕр тесе укçан та парса пулăшрĕ.
Турри нумай панă ăна: тÿр кăмăллăхне, хастарлăхне, ĕçченлĕхне, тараватлăхне, сăпайлăхне, пултарулăхне, йĕркелĕхне, тăрăшулăхне, тимлĕхне... Ахальтен мар ĕнтĕ ăна ялти шутлă каччă савса мăшăр тунă. Вăл Юрий Брониславович Федоров, ял тăрăхĕн депутачĕ. Яла тирпей-илем кÿрес тесе нумай пулăшать. «Çÿпçипе хупăлчи» теççĕ ун пек чухне. Пĕр-пĕрне ăнланса, хуйха-суйха çурмаран пайласа пурăнакан мал туртăмлă çынсем. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсем «Чи лайăх çемье» ята тивĕçнĕ.