Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Сыснасен Африка чуми

Нумаях пулмасть Чулхула облаçĕнче уйрăм çын кил хуçалăхĕнче сыснасен Африка чумине палăртакан генетика материалне тупса палăртнă. Кунти сысна усракан хуçалăхсене карантина хупнă. Çавна май Чăваш Республикинче сыснасен Африка чуминчен сыхланас тĕлĕшпе пур мерăсем те йышăнаççĕ. Пирĕн районти хуçалăхсенче, уйрăм кил хуçалăхĕсенче пурĕ 8109 пуç сысна. Вĕсене чир сарăласран сыхланмалли профилактика мероприятийĕсем туса ирттереççĕ. Ку енĕпе ятарласа мероприятисен планне йĕркеленĕ.

Сыснасен Африка чуми контакта хăвăрт кĕрекен инфекциллĕ чир шутланать, сив чирпе, ÿпкесем сиенленнипе, ÿт-пÿ цианозĕпе, шалти пур органсен геморрагийĕпе тата сыснасем пурте тенĕ пекех вилме пултарассипе палăрса тăрать. Пуçласа ку чире 1903 çулта Кăнтăр Африкăра палăртнă, унтан вăл пĕтĕм Африкăпа саланнă. Чире 1911 çулта Кенире йĕркеллĕ тĕпчесе пĕлме тытăннă. 1965 çулта ăна сыснасен «Африка чуми» тесе йышăннă. Килти сыснасемпе хир сыснисем яланхи условисенче чире хирĕç тăраймаççĕ. Ăна сăвăссем, тискер кайăксемпе чĕр чунсем ертеççĕ. Инкубаци тапхăрĕ 5-7 куна тăсăлать. Пур чухне те, чир вăраха кайман чухне, выльăхсем 24 сехетрен пуçласа 20 кунччен вилеççĕ. Вăраха пынă чир 15 уйăха çити тăсăлма пултарать, чĕрĕ юлнă сыснасен латентлă юхă аталанать. Чирлесе ирттернĕ сыснасен организмĕ чире хирĕçле япаласем хатĕрлеймен пирки паянхи кунччен те иммунитетлă вакцинăсем туса илме май килмен. Çавăнпа асăннă чиртен тăвакан профилактика шутне вируса илсе килесрен тата вăл сарăласран сыхланасси пулса тăрать.

Сыснасен Африка чуми чирне сарăлма май паракан сăлтавсене пĕтерме сĕнеççĕ:

- чир сарăласран сыхланмалли профилактика тата карантинпа чару мероприятийĕсене вăхăтра та тĕплĕ тумалла;

- сысна ĕрчетекен предприятисенче ерекен чир-чĕре пуçаракан микробсем килсе лекесрен сыхланмалли шанчăклă условисем туса хумалла;

- ерекен чир-чĕр тĕлĕшĕнчен йĕркеллĕ мар зонăсенчен выльăхсем, выльăх-чĕрлĕх продукцийĕпе чĕр таварĕ, выльăх апачĕ тата апат хутăшĕсем илсе килме ирĕк памалла мар;

- йĕркеллĕ мар зонăсенчен хир сыснисем куçса çÿрессине чармалла;

- аэропорт, чукун çулпа автомобиль станцийĕсен тата юхан шыв порчĕсен территорийĕсенче апат-çимĕç каяшĕсене вăхăтра пухассине тивĕçтермелле;

- апат-çимĕç каяшĕсене тивĕçлĕ вĕрилесе хатĕрленĕ хыççăн кăна сыснасене çитерме пама юрать тата ытти те.



04 марта 2011
00:00
Поделиться