Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вăрмар çĕвĕçĕсем Юдашкинран кая юлмаççĕ

Йăлана кĕнĕ тăрăх кашни çулах Вăрмарти 1-мĕш вăтам шкулта вĕренекен çамрăк армеецсем февралĕн 15-мĕшĕнче, Афганистан çĕршывĕнчен пирĕн салтак-интернационалистсене илсе тухнă кун, февралĕн 23-мĕшĕнче - Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ, майăн 9-мĕшĕнче - Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче - палăксем умĕнче хисеплĕ караулта тăраççĕ.

Паллах ĕнтĕ çак караулта тăма вĕренÿре малта пыракан, спортпа туслă, çирĕп сывлăхлă яшсемпе хĕрсене суйласа илеççĕ. Караулта тăракансен стройпа утма, хĕç-пăшалпа усă курма пĕлнисĕр пуçне тум-тирĕ те хитре пулмалла.

Нумаях пулмасть шкул администрацийĕ «Вăрмарти халăха йăла ыйтăвĕсемпе тивĕçтерекен комбинат» МУП пуçлăхĕпе - Ю.Максимовпа çамрăк-армеецсем валли костюмсем çĕлеме килĕшÿ турĕç. Г.Павлова закройщица хапăл туса йышăнчĕ. Кунта ĕçлекен çĕвĕçсем кĕске вăхăтрах çамрăк-армеецсем валли костюмсем çĕлесе те хучĕç. Тĕлĕнмелле: ачасем çак костюмсене тăхăнчĕç, тĕкĕр çине пăхса пĕр хускалмасăр хытса тăчĕç, «Эпех-и ку;», - терĕç пулмалла. Пĕри теприн çине пăхса ăмсанать: епле хитре те чаплă çĕленĕ. Ачасен пичĕ-куçĕсенче мăнаçлăх, паттăрлăх туйăнчĕ тата хайсене чăн-чăн салтаксем пек туйса пĕр-пĕрне сылтăм аллисене çĕклесе чеç параççĕ. Мĕн чухлĕ савăнăç... Хамăр Вăрмарти ентеш - çĕвĕçсем костюмсене чылай йÿнĕрех хакпа çĕлесе пачĕç. Çакăн пек хитре те пысăк пахалăхлă тум-тир çĕлесе панăшăн асăннă предприятин çĕвĕç цехĕнче ĕçлекен пур ĕçченсене - çывхарса килекен хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе шкул администрацийĕ, пур çамрăк армеецсем, пĕтĕм шкул коллективĕ çирĕп сывлăх, иксĕлми телей сунаççĕ.



04 марта 2011
00:00
Поделиться