Ваттисемпе - ватăлла, çамрăксемпе - çамрăкла
«Ырă ĕçре - çын хисепре» - çапла калаççĕ халăхра. Ку хайлавра сăпайлă та ырă чунлă, çын чĕрине кирлĕ чухлĕ ăнланма, йăпатма, савăнтарма пултаракан Эмма Николаевна Демьянова районти тĕп библиотекăн чи - сумлă ĕçченĕ çинчен калас килет. 35 çул ытла ĕнтĕ вăл ĕçе пĕр минут та юлмасăр, хаваспа хавхалануллăн çÿрет. Хăйĕн профессине питех те юратать, библиотека ĕçĕ çине пысăк тимлĕхпе пăхать.
Кун-çул утти акă мĕнрен пуçланнă унăн. Мĕн ачаран ашшĕ-амăшĕсен юмах-сăввисене итлеме кăмăлланăскер, кăштах çитĕнсен хăй те сăвă кĕнекисем илсе вуланă, каярах сăвă йĕркисем шăрçаланă. Литературăна питех те килĕштерни Эмма Николаевнăна Çĕрпÿри культура училищин библиотека уйрăмне вĕренме илсе çитернĕ. Икĕ çултан, ăнăçлă вĕренсе тухсан, вăл тăван енех ĕçлеме килнĕ. Çавăнтанпа районти тĕп библиотекăра вăй хурать. Хăй ĕçне чунтан парăнса, пĕлсе туса пынăшăн вулакансем, районти библиотека ĕçченĕсем питех те хисеплеççĕ ăна, сума сăваççĕ. Мĕн чухлĕ тĕрлĕрен тематикăлла мероприятисем ирттермен-ши тĕп библиотекăра ытти çĕрте те вăй хунă çак тапхăрта, ăна шутласа та кăлараймăн. Пурте вĕсем яланах асра юлаççĕ.
Эмма Николаевна районти культура ĕçне çÿле хăпартас енĕпе сахал мар ĕç тунă. Акă, 1977 çултах вăл Шупашкарта пулса иртнĕ республика телефестивалĕн пĕтĕмлетнĕ концертне Вăрмар хĕр ачисен юрă ушкăнĕпе пĕрле Николай Ивановăн «Поют Урмарские девчата» юрра ăнăçлăн шăрантарнипе мала тухрĕ. Телефестивалĕн Лауреачĕн ятне тивĕçрĕ. Район концерчĕсенче те вăл нумай чух активлăн хутшăнса хăйĕн пултарулăхне кăтартнă. Çакăнтан та ăна тăван ен ĕçченĕсем курса хакланипе лайăх пĕлеççĕ. Эмма Николаевна тĕп библиотекăра тĕрлĕ клубсене ертсе пырать. Ватăраххисемпе - ватăлла, вĕренекенсемпе - ачалла, пулма пултарнă май пуринпе те ăшă та кирлĕ сăмах тупать вăл. Вĕсен ыйтăвĕсене çийĕнчех тивĕçтерет, вулама тĕрлĕрен кирлĕ литература тупса парать. Ахальтен-и вулакансем, мероприятисене хутшăнакансем яланах ырăпа калаçаççĕ ун çинчен. Вăл ĕçре тăрăшулăх кăтартни пуриншĕн те ырă тĕслĕх пулса тăрать. Эмма Николаевнапа Геннадий Иринархович Демьяновсен туслă çемйи Ирина хĕрĕпе Женя ывăлне пăхса çитĕнтернĕ. Иккĕшĕ те вĕсем аслă пĕлÿллĕ. Хăйсен ĕçĕсене ашшĕ-амăшĕнчен ырă тĕслĕх илсе чунтан парăнса туса пыраççĕ. Андрюша мăнукĕ те питех те савăнтарать асламăшне. Эмма Николаевна хăй ĕçне чун-хавала парса туса пыни курăмлă. Пĕрре кăна мар район администрацийĕн, республикăн, Раççейĕн Хисеп грамотисене парса чыс хисеп тунă ĕç ветеранне.