Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çÿхе пăр хăратать

Çуркунне вăй илсех пырать. Çакна пула пăра шăтарса пулă тытма юратакансем пушă вăхăтра пĕве-кÿлĕ хĕррине васкаççĕ. Ара, сезон вĕçленет-çке, чун киленĕçĕпе тепĕр хĕл лармасăр та аппаланаймăн. Шел, хăшĕ-пĕри çурхи пăр çирĕп маррине асра тытмасть, хăрушлăх пирки маннăран хăйпе пĕрле çăлав хатĕрĕсем те илмест.

Асăрханусăр пулăç пăрлă шыва ÿксен инкек пуласси те инçе мар. Çанталăк ăшăтнăçемĕн пăр хăвăрт ирĕлме, çемçелме пуçлать. Çавăнпа инкек тухас хăрушлăх пысăк.

Шар курас мар тесен çакна асра тытăр: 10 сантиметртан çÿхерех пăр çине кĕме юрамасть. Вăл шыв куçĕ тĕлĕнче тата юхăм вăйлă вырăнсенче çирĕпех мар. Пăр çирĕплĕхне урапа тапса ан тĕрĕслĕр! Ачасене шыв хĕррине хăйсем тĕллĕн çеç ан ярăр, вĕсене пăр катăкĕ çинче ярăнма ирĕк ан парăр.



15 марта 2011
00:00
Поделиться