Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çул-йĕр пăрлак – тимлĕ пул

Çут çанталăкăн хăйĕн саккунĕ, вăл никама та пăхăнмасть. Паян çил-тăман алхасать, ыран çумăр чашлаттарса çăвать, тепĕр кунне шартлама сивĕ те пулма пултарать. Çавăнпа та çул-йĕр çинче пурин те асăрхануллă пулмалла. Автоçулсем пăрлакланса çынсемшĕн хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Ку вара çуран çÿрекенсене те, водительсене те тÿрремĕнех пырса тивет. Уйрăммăнах руль умне эрех ĕçсе ларакансем тимсĕрлĕхе çухатса çул-йĕр правилисене пăсаççĕ. Кун йышшисем хăйсен пурнăçне те вăхăтсăр татма пултараççĕ. Асăрхануллă пулмалли пирки районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн сотрудникĕсем тăтăшах аса илтерсех тăраççĕ пулин те, «çил хăваласа» çÿрекенсем тупăнсах тăраççĕ. Çул-йĕр çинче сахалтарах инкек пултăр тесе тата ытти сăлтавсене пула та февраль уйăхĕнче «Çуран çул урлă каçмалли вырăн», «Автобус», «Чукун çул переезчĕ», «Парăмçă», «Милици тата ачасем» операцисем ирттернĕ.



15 марта 2011
00:00
Поделиться