Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Агроном ĕçне кăмăлланă

«Кашни професси лайăх, анчах та чун туртни пĕрре», - тет «Россельхозцентр» федераллă патшалăх учрежденийĕн Чăваш Республикинчи филиалĕн пирĕн районти пайĕн тĕп агрономĕ Любовь Ильинична Иванова. 30 çул пĕр улшăнмасăр тăрăшса вăй хурать вăл çак ĕçре.

Мĕн ачаранах хăйĕн пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарма ĕмĕтленнĕ Л.Иванова. 1961 çулхи мартăн 21-мĕшĕнче Вăрнар районĕнчи Шĕнер ялĕнче çĕр ĕçченĕсен çемйинче çуралнă пултаруллă хĕр ача. Амăшĕ - Нина Алексеевна Александрова «Дружба» хуçалăхра тăрăшса вăй хунă. Ашшĕ - Илья Александрович Александров чылай çул хушши асăннă хуçалăхра уй-хир бригадин бригадирĕ пулса ĕçленĕ, каярахпа вăрман хуçалăхĕнче тăрăшнă. Çавăнпа та маттур хĕрупраç ялти вăтам шкула пĕтерсен Вăрнарти ял хуçалăх техникумне вĕренме кĕрет. Лайăх паллăсемпе тăрăшса вĕренет вăл. Çакăнтах Вăрмар каччипе Василийпе паллашать. Вĕсем пĕрле çемье чăмăртаççĕ. Вĕренсе пĕтерсе алла диплом илсен хамăр районти «Авангард» хуçалăхра хăмла плантацийĕнче агроном пулса ĕçлеме тытăнать. Хăйне шанса панă ĕçе пысăк яваплăхпа пурнăçлать Любовь Ильинична. 1981 çулта Вăрмарти патшалăх вăрлăх инспекцийĕнче лаборант пулса вăй хума тытăнать. Мăшăрĕпе пĕрле 3 ача çитĕнтереççĕ. Асли - Петр Хусанти авиаци институтне вĕренсе пĕтерсе авиаконструктор пулса ĕçлет. Хĕрĕ - Марина фельдшер профессине алла илет. Кĕçĕнни - Юрий шкула çÿрет. Çирĕп те туслă пурăнать вĕсен çемйи. Пĕр-пĕрне хисеплеме пĕлни, ăнланни вĕсене пурнăçра пулăшса пырать. Ĕçре те яланах маттур та пултаруллă Л.Иванова. Чылай çул тăрăшса вăй хунăшăн, пархатарлă ĕçшĕн район администрацийĕн, «Россельхозцентр» федераллă патшалăх учрежденийĕн Республикăри филиалĕн Хисеп грамотисене пĕрре кăна мар илме тивĕçлĕ пулнă Любовь Ильинична. Пултаруллă та ăш пиллĕ Л.Иванова агроном хăйĕн ĕçне тÿрĕ кăмăлпа, пысăк яваплăхпа пурнăçласа пырать. Хуçалăхсен вăрлăхлăх акмалли тĕш тырăн пахалăхне тĕрĕслет. Унсăрăн епле пултăр-ха. Вăл пурнăçласа пыракан ĕçрен район тĕш тырăллă пуласси уççăн курăнать. Эппин, эпир ăна малашне те ял хуçалăх ĕçĕнче курăмлă ÿсĕмсем сунатпăр.



18 марта 2011
00:00
Поделиться