Йĕркелĕх хуралĕнче
Урнă вăхăтра
Мăнçырмари гражданин эрех ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ хыççăн хăйпе хут уйăрттармасăр пурăнакан арăмĕпе вăрçăнса кайнă. Çул çитмен хĕр ачи амăшĕн хутне кĕме тăнă, анчах та арçын ăна урипе хырăмĕнчен тапнă, çапса пĕтернĕ. Паллах, айăпран хăтăлаймĕ çак гражданин.
Подъездра пуçтарăннă
Вăрмар поселокĕнче пурăнакан А. гражданин подъездра ÿсĕр ушкăнпа пуçтарăнса айăпсăр арçынна юриех хĕнесе пĕтернĕ, сывлăхне сиен кÿнĕ. Çакăн йышши ĕçшĕн ăна 5 çулччен ирĕкрен хăтарма пултараççĕ.
Пĕр шухăшлисене тупайман
Кивĕ Вĕренер ялĕнче пурăнакан гражданин Мускавран ĕçлесе таврăннă хыççăн ÿсĕрле ялти пĕр пÿрте кĕмелли алăка çĕмĕрсе уçнă. Çакăнта пурăнакансем хирĕçленине пăхмасăрах шала кĕнĕ.Те пĕрле эрех ĕçес шухăшлисене шыранă ĕнтĕ. Çын килне саккуна хирĕçлесе кĕнĕшĕн ăна айăпланă. Урăлса çитсен, паллах, ÿкĕннĕ хăй, айăпне йăлт йышăннă.