Пĕр-пĕрне ăнланнине мĕн çиттĕр
М.Игнатьев Президент ертсе пынипе Чăваш Республикин делегацийĕ Тутарстанра официаллă визитпа пулнă.
Икĕ республика экономика, наука-техника, культура енĕпе çирĕп çыхăну йĕркеленĕ, вăл вăй илсех пырать. 2002 çулхи çырав кăтартăвĕсем тăрăх Тутарстанра 126,5 пин ытла чăваш пурăнать. Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен хушшинче Тутарстанри чăваш диаспори чи пысăкки.
Чăваш Ен делегацийĕ Тутарстан Президенчĕпе Р.Миннихановпа агроиндустри сферин предприятийĕнче - «Майский» теплица комбиначĕ» тулли мар яваплă обществăра пулнă. Унтан хăнасем «Химград» технополис производствине çитнĕ. Республикăсен ертÿçисене «ăслă çуртпа» паллаштарнă, унăн строительствинче нанотехнологисемпе, энерги перекетлемелли çĕнĕ меслетсемпе усă курнă. Çакнашкал хатĕр çуртăн пĕр тăваткал метрĕн хакĕ - 52 пин тенкĕ. «ИТ-парк» технопаркра электрон правительствин презентацийĕ пулнă. Кунтах электрон документ çаврăнăшĕн пĕрлехи тытăмне хута янин опычĕпе паллаштарнă. Çавăн пекех инкек тÿсекенсене çăлмалли ГЛОНАСС тытăм майĕсене кăтартнă. «Наука организацийĕсем тачă çыхăну тытни, предприятисем алла-аллăн ĕçлени, пултарулăх тата информаци енĕпе пĕр-пĕрин опычĕпе усă курни икĕ енлĕ хутшăнусене пирĕн республикăсемшĕн тата вĕсен çыннисемшĕн усăллă йĕркелеме май парать», - тенĕ М.Игнатьев. Вăл республикăра информаци технологийĕсене ĕçе кĕртни интереслĕ пулнине палăртнă.
Тутарстан вице-премьерĕ - информатизаци тата çыхăну министрĕ Н.Никифоров Чăваш Ен влаç органĕсен пĕрлехи порталне тутарсенчен маларах тунине палăртнă.
Федерацин Хусан (Атăлçи) университетĕнче Тутарстанри Чăваш наци культура автономийĕн активĕпе тĕл пулнă. Диаспора представителĕсемпе калаçнă май М.Игнатьев çапла палăртнă: «Паян пирĕн нумай нациллĕ республикăсенче çынсем питĕ туслă пурăнаççĕ. Тутарстана килнĕ май малашне те килĕштерсе ĕçлеме хушма хăват илтĕмĕр».
Визит вăхăтĕнче Чăваш Ен делегацийĕ «Универсиада-2013» презентаципе, аслă шкулăн истори музейĕпе паллашнă.
Унтан Хусан хулин мэрийĕнче Чăваш Енри хуласен пуçлăхĕсем Тутарстан тĕп хулин ертÿçисемпе курнăçнă, тĕл пулура пĕр-пĕрин шухăшĕсемпе паллашнă. Тутарстанăн Промышленноçпа суту-илÿ министерствинче икĕ регионăн бизнес пĕрлĕхĕн представителĕсем пĕр-пĕриншĕн тупăшлă никĕс çинче алла-аллăн ĕçлес ыйтусене сÿтсе явнă. Çавăн пекех Чăваш Енпе Тутарстан президенчĕсен тĕл пулăвĕ иртнĕ, унта икĕ республика тачă çыхăну тытса ĕçлесси çинчен калакан Килĕшĕве алă пуснă.