Пулăç пулăçа аякран курать
Палăртнă вăхăтра Энĕшпуç ялĕ çумĕнчи Катек пĕви хĕррине пулăçсем тата вĕсен ĕçне хапăл туса кăсăкланакансем тулли кăмăлпа йышлăн пухăнчĕç. Йăлана кĕнĕ йĕркепе ял администрацийĕн призĕсене çĕнсе илессишĕн пулăç-спортсменсем кăçалхи хĕллехи ăмăртура тупăшрĕç.
Тÿлек çанталăк. Пулă лайăх туртмалла. Малтанах вĕсем «Чи хăвăрт пăр шăтаракан» конкурсра ăмăртрĕç. Кунта А.Афанасьев пуринчен те пултаруллăрах пулчĕ, шăтăкран 12,8 çеккунтран шыв çиеле тухрĕ. В.Сергеевпа В.Тимофеев - иккĕмĕшпе виççĕмĕшсем.
Унтан пулăçсем (пĕтĕмпе вун иккĕн) тĕрлĕ ялавсемпе паллă тунă тăваткала васкарĕç. Вĕсене пулă тытма пĕр сехет уйăрса панă. Ăмăртусенчен пĕрремĕш уланкă пулă 2 минут та 20 çеккунтра В.Сергеев механизатор вăлтине çакланчĕ, çак номинацире вăл çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Унтан Н.Никифоров, Д.Иванов тата ыттисем те пулăсем турта-турта кăларчĕç. 60 минут хушшинчи çивĕч ăмăртура чи нумай пулă тытса (пĕтĕмпе 15), «Шоркистринский» кооператив ертÿçин çумĕ Д.Иванов çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. В.Григорьев - иккĕмĕш, А.Афанасьев виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. «Чи пысăк пулă тытакан» номинацире В.Тимофеев мала тухрĕ.
Мала тухнă пулăç-спортсменсене Энĕшпуç ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ О.Иванов хаклă призсем парса хавхалантарчĕ. Чи çамрăк пулăç А.Васильев уйрăм приз илме тивĕç пулчĕ. Çак ăмăртăва хутшăннă В.Григорьев, И.О.Иванов, И.П.Иванов, В.Сергеев, А.Афанасьев, Д.Альмухаметов, В.Тимофеев, Н.Никифоров, А.Васильев, Д.Иванов, С.Сергеев, Б.Евдокимов ялти пулăçсем пурте çаврăнăçуллă та вăр-вар, ăста пулнипе пурне те тĕлĕнтерчĕç, пĕтĕмпе 80 уланкă пулă тытрĕç.
Кун пек ăмăртăва çулла та ирттерме палăртнă. Сывă пурнăç йĕркишĕн çакăн пек мероприятисем тăтăшах ирттерни вырăнлă пулмалла.