Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вăрçăра та, тылра та малти ретре пулнă

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерÿ тунăранпа 66 çул çитет пулин те, унăн ахрăмĕ ĕçпе вăрçă ветеранĕн Алексей Евгеньевич Евгеньевăн асĕнчен паянхи кун та тухмасть. Беларуç, Украина фрончĕсенче нимĕç фашисчĕсемпе çапăçнă вăл, Брест крепоçне илнĕ çĕрте те тăшмана аркатнă.

Çакăнтах контузи илнĕ. Госпитальте пĕр вăхăт выртса сывалнă хыççăн каллех çапăçу хирне тухса кайнă. Хаяр вăрçăн чи асра юлнă саманчĕ уншăн Мускава нимĕç фашисчĕсенчен хÿтĕлени пулнă. Çак хаяр çапăçура чылай салтак куçĕсене ĕмĕрлĕхех хупнă. Тăван çĕршывăн тĕп хулине ирсĕр тăшман аллине паман. Хаяр çапăçусенче нимĕç фашисчĕсене Мускав хули çывăхĕнче чарса лартса анăçалла хăвала пуçланă. Салтаксен паттăрлăхĕ те иксĕлми пулнă. Çакăн пек паттăрла ĕçшĕн А.Евгеньева «Мускава хÿтĕленĕшĕн» медале илме тивĕçлĕ пулнă. Унсăр пуçне «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн», «Ĕçри паттăрлăхшăн. Владимир Ильич Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа» юбилей медалĕсене те тивĕçнĕ. Аслă Отечественнăй вăрçăн II степеньлĕ орденĕ тата ытти юбилей медалĕсем ун кăкăрне илем кÿреççĕ. Тăван çĕршывăн Аслă Отечественнăй вăрçи чарăнсан та, паттăр салтак киле часах таврăнаймасть. 1947 çулччен вăл Пушкăрт Республикинче пĕр учрежденире хурал начальникĕ пулса ĕçленĕ. 1947 çулта вăл тин тăван ялне таврăнать.

Алексей Евгеньевич Евгеньев 1921 çулхи мартăн 17-мĕшĕнче Анаткас ялĕнче йышлă çемьере çуралнă. 5 ача ÿснĕ вĕсен çемйинче. Ашшĕ ферма заведующийĕ, амăшĕ тăван хуçалăхра рабочи пулса ĕçленĕ. Ялти пуçламăш шкултан вĕренсе тухсан Вăрмарти 7 класлă шкулта пĕлÿ пухать. Унтан Куславккари ФЗОра столяр специальноçне алла илет. Хăйĕн ĕç кун-çулне Вăрмарти сĕтел-пукан фабрикинчен пуçлать. 1948 çулта çамрăк специалиста Ленинградри С.Киров ячĕллĕ вăрман хуçалăх академине пĕлĕве ÿстерекен курса вĕренме яраççĕ. Унтан килсен Алексей Евгеньевича техника контролĕн пайĕн начальникĕ пулса ĕçлеме сĕнеççĕ. Хăйĕн ĕçне вăл тÿрĕ кăмăлпа, пысăк яваплăхпа пурнăçласа пырать. 1955 çулта Мускава квалификацие ÿстерекенсен курсне кайса вĕренсе килет. 1959 çулта вара сĕтел-пукан фабрикин директорĕн заместителĕнче вăй хума тытăнать. Вăл вăхăтра кăларнă сĕтел-пукана çĕршывĕпех пĕлнĕ, ăна туяннă. Çав çулсенче кĕрлесе, шавласа тăнă фабрика. Унта 600 яхăн çын тăрăшса вăй хунă. «Çапах та сĕтел-пукан фабрики çĕнĕрен чĕрĕлессе шанатăп. Пĕр аса илÿпе кăна пурăнмалла мар ĕнтĕ», - тет вăрçăпа ĕç ветеранĕ А.Евгеньев.

1951 çулта Мария Яковлевнăпа Алексей Евгеньевич çемье чăмăртаççĕ. Икĕ ача çитĕнтерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăлараççĕ. Аслă ывăлĕ Владимир Алексеевич Хусанти химипе технологи институтне вĕренсе пĕтерсен пĕр вăхăт Çĕнĕ Шупашкарти Химпром заводĕнче ĕçленĕ, каярахпа Уренгойра «Газпромра» чылай çул тăрăшса вăй хунă. Çакăнтанах тивĕçлĕ канăва тухнă.

Хĕрĕ Людмила Алексеевна Дудкина Шупашкарти медицина училищине пĕтерсен малтанах районти тĕп больницăн участокри медицина сестринче, каярахпа поликлиникăри аслă медицина сестри пулса тăрăшать. Алексей Евгеньевичăн икĕ мăнук тата икĕ кĕçĕн мăнук. Вĕсем килсен ветеран пур кăмăлтан савăнать, «пулас ăру нихăçан та вăрçă ан куртăрччĕ», - тет.



18 марта 2011
00:00
Поделиться