Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Шыв-шур вăхăтĕнче асăрхануллă пулăр

Шыв-шур пуçланать. Хăшĕ-пĕрисем кимĕсем çине ларма хăтланĕç. Çав вăхăтрах вĕсем сивĕ шыва кĕрсе ÿкесси çинчен шутламаççĕ те. Инкек мĕн пулас пулсан, инкекрен хăтăлмалли хатĕрсем çумра çуккă та. Çав хушăра çын хăйне кăна шанмалла.

Çак правилăсене ялан асра тытмалла:

- Шыв температури 7-8 градус пулсан, çын пурнăçĕшĕн тата сывлăхшĕн 3-4 сехет хушши шывра пулни сиенлех мар .

- Сасартăк сивĕ шыва кĕрсе ÿкрĕр пулсан, мĕнле те пулин япаларан ярса тытма тăрăшăр, сивĕ шыва 30-40 секкунтра хăнăхса çитетĕр.

- Шыва кĕрсе ÿкрĕр пулсан, шутласа илĕр: хăшĕ лайăхрах: çыран хĕрне ишесси е кимĕрен ярса тытасси. Сивĕ шывра нумай вăхăт пулнă хыççăн кантраран тунă пусма çине хăпарма ан тăрăшăр, унтан ÿкме пултаратăр, хытă хусканусем ан тăвăр, суставсем аманма пултараççĕ.

- Çивĕч кĕтеслĕ пăртан сыхланăр: вăл сире икĕ енлĕ инкек илсе килме пултарать.

- Сивĕ шыв сирĕн ÿте касса сиенлетме пултарать, юн юхни час чарăнмасть. Çынсем ытларах шывра сивĕ пулнипе мар, юн нумай юхнипе вилме пултараççĕ.

- Çÿхе пăр çине тухма ан тăрăшăр. Ун çине тухрăр пулсан, ăна майĕпен ватса пырса çыран хĕрне тухма тăрăшăр.

- Эсир çыран хĕрне е пăр çине тухрăр пулсан, хăвăр çинчи тумтире пĕтĕмпех хывса пăрахăр, аялти кĕпе-тумтире пăрса типĕтĕр, унтан тăхăнăр. Пăр çинче тата сивĕ çĕр çинче çарран ан тăрăр. Ăшăнмалли упражненисем тăвăр. Эсир чĕтреме пуçларăр пулсан, ку вăл лайăх япала, организм ăшăнма пуçлать.

- Сивĕ шывра нумай вăхăт хушши пулнă çынна эсир пулăшас тетĕр пулсан, эрех таврашĕ ан парăр, вăл сиен кÿме пултарать. Май килнĕ таран инкеке лекнĕ çынна типĕ кĕпе-йĕм тăхăнтарма тăрăшăр, массаж тăвăр.



25 марта 2011
00:00
Поделиться