Банк урлă
XXI ĕмĕр - компьютер ĕмĕрĕ. Хутпа кăранташ тытса çыриччен ытларах клавиатура тÿммисене шаклаттарса ларатпăр. Ĕçленĕшĕн тÿлекен укçана банкоматсенчен илетпĕр. Пĕр енчен - ансат, тепĕр енчен - меллĕ. Пенсионерсене пенси çитерсе парас ĕçе те тĕпрен улăштарса çĕнетесшĕн.
Тĕрĕсрех каласан карточка çине куçарасшăн. Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçипе Р.Кондратьевапа Перекет банкĕн Чăваш уйрăмĕн управляющийĕ В.Александров пенсие банк филиалĕ урлă валеçмелли йĕрки тата документсене электроника мелĕпе улăштарса илесси çинчен калакан килĕшĕве алă пусса çирĕплетнĕ.
Пенси фончĕпе Перекет банкĕ 2008 çултанпах электроника мелĕпе çыхăну тытаççĕ. Уйăхсерен банк пенси куçарса памалли пенсионерсен списокне йышăнать. Çĕнĕ килĕшÿ вара мĕн пур ĕçлĕ хута çак мелпе йĕркелемеллине палăртать. Маларах пенсионерсем куçарнă укçан пĕтĕмĕшле виçине кăна курнă пулсан, малашне унта мĕнле тÿлевсем кĕнине те пĕлĕç: виçи, тĕсĕ, хушма тÿлевсем мĕн чухли, хăш тапхăршăн куçарни. Вĕсем йăлтах банкомат паракан квитанцире пулаççĕ. Укçана кассăран илекенсене вара хăйсем ыйтсан çеç çак кăтартусене хут çине пичетлесе параççĕ.
Паян республикăра 339 пин пенсионер. 25,2 пин пенсионер пенсие тĕрлĕ кредит организацийĕн банк карточкисемпе илет. Вăл шутран 24,4 пинĕшĕ - Перекет банкĕнчен. Пенси карточка çине куçманнисен пăшăрханма нимĕнле сăлтав та çук. Саккунпа килĕшÿллĕн ăна пенсионера хăй килĕштернĕ пек çитерсе парĕç. Почтăпа меллĕ пулсан - почтăпах. Çапах та çĕнĕлĕхрен те шикленмелле мар. Пенси фончĕн тата Перекет банкĕн сотрудникĕсем кашнинех карточкăпа усă курма вĕрентĕç. Хальхи вăхăтра республикăра пенсионерсен 55 проценчĕ укçана почта урлă илет, 42 проценчĕ - тĕрлĕ банк урлă, 3 проценчĕ - альтернативлă майпа. Перекет банкĕн Чăваш уйрăмĕ çитес вăхăтра республикăри Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствипе те çакнашкал килĕшÿ тума хатĕрленет.