Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хаçат-журнал юлташĕ

Елена Петрова почтальонкăна палламан çын Вăрмарта çук та пулĕ. Йывăр сумккаллă хĕрарăм поселокри чылай урамсенче хаçат-журнал салатать, вĕсене халăха активлă çырăнтарать. Çырăнтару планне те вăл яланах тултарса пырать. Ахальтен мар ĕнтĕ «Чи лайăх çырăнтаракан – 2010» Пĕтĕм Раççейри конкурсра çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Иртнĕ кунсенче акă унăн аллине çак конкурсра çĕнтернĕшĕн тивĕçнĕ кĕтнĕ парне – карас телефонĕ те çитрĕ. Планпа тĕрлĕ хаçат-журнала 360 экземпляр таранччен çырăнтармалла Еленăн. Кăçал та çав виçерен чакасшăн мар-ха вăл, хальлĕхе 50 экземпляра яхăн хаçат-журнал çырăнтарма ĕлкĕрнĕ. Почтальон каланă тăрăх, ытларах «Хĕрлĕ ялав», «1000 советов», «Пенсионер Чувашии», «Кил-çурт, хушма хуçалăх» йышши изданисене çырăнса илет вулакан.



29 марта 2011
00:00
Поделиться