Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Партисен представителĕсем тĕл пулнă

Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин район территорйĕнчи политика партийĕсен уйрăмĕсен руководителĕсемпе тĕл пулу ирттернĕ. Мероприятие «Единая Россия» Пĕтĕм Раççейри политика партийĕн Вăрмарти уйрăмĕн ĕç тăвакан комитечĕн руководителĕ В.Макарова, «Справедливая Россия» партин Вăрмарти уйрăмĕн председателĕ А.Веселовский, РФ Патшалăх Думин депутачĕн В.Шурчановăн пулăшуçи – РФ Коммунистсен партийĕн Вăрмар районĕнчи комитечĕн пĕрремĕш секретарĕ В.Христофорова, ЛДПР партин Вăрмар районĕнчи координаторĕ А.Васильев хутшăннă. Константин Владимирович районăн кăçалхи 2 уйăхри социаллă экономикăллă аталанăвĕпе паллаштарнă, кунта пуçтарăннисен ыйтăвĕсене хурав панă.



29 марта 2011
00:00
Поделиться