Пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕсем тавра
«Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферинчи право йĕркисене тытса пырасси» темăпа районти тĕп библиотекăра иртнĕ ятарлă кунра Вăрмар район прокуратурине предприятисемпе организацисен руководителĕсенчен, вырăнти халăхран ыйтусем чылай пулчĕç. Вĕсенчен хăшĕ-пĕрисем вулакансене пĕлме кирлех пулĕ тесе шутлатпăр.
Калаçу вăхăтĕнче нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансене хытă каяша илсе тухнăшăн укçа-тенкĕ хваттерте пурăнакансен йышне шута илмесĕр хваттер лаптăкне шута илсе çеç укçа-тенкĕ тÿлени саккунлă-и текен ыйту та кăсăклантарчĕ. Хуравĕ вара çапла пулчĕ: РФ Пурăнмалли çурт-йĕр Кодексĕн 157 статйипе килĕшÿллĕн хытă каяшсене пуçтарасси тата илсе тухасси коммуналлă пулăшу ĕçĕсем çине кĕмест. Çавна май хытă каяшсене пуçтарассишĕн тата илсе тухассишĕн пуçтаракан укçа-тенкĕ нумай хваттерлĕ çуртсенчи пĕтĕмĕшле пурлăха тытса тăнă çĕре кĕрет, унăн хакне асăннă Кодексăн 156 статйин положенийĕпе килĕшÿллĕн палăртаççĕ. РФ Пурăнмалли çурт-йĕр Кодексĕн 156 статйин иккĕмĕш пайĕпе килĕшÿллĕн пурăнмалли çурт-йĕрпе усă курнăшăн, ăна пăхса тăнăшăн, юсав ĕçĕсем пурнăçланăшăн тÿлеве пĕтĕмĕшле лаптăка шутласа илеççĕ. Çавна май хытă каяшсене пуçтарассин тата илсе тухассин тÿлевĕ пурăнмалли çурт-йĕрĕн пĕтĕмĕшле лаптăкне шута илнинчен пулса пырать.
Яллă вырăнсенче пурăнакансем Чăваш Республикин хулисенче тата Вăрмар поселокĕнче коммерци наймĕпе пурăнмалли çурт-йĕрлĕ пулмашкăн черете тăма пултараççĕ-и? текен ыйту та канăç памарĕ килнисене.
РФ Пурăнмалли çурт-йĕр Кодексĕн 52 статйин 3 пайĕпе килĕшÿллĕн пурăнмалли çурт-йĕр кирлĕ граждансем заявлени çыраççĕ, хăйсем пурăнакан вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем вĕсене черете тăратаççĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕн 2008 çулхи октябрĕн 23-мĕшĕнчи 322 номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн коммерци мелĕпе усă куракан çурт-йĕре граждансене заявлени панă вăхăтран черетпе уйăрса параççĕ.
Инвалид ача пуррисем Чăваш Республикин хулисенче, Вăрмар поселокĕнче хваттер илме пултараççĕ-и? текен ыйту та пулчĕ.
РФ Правительствин 1996 çулхи июлĕн 27-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн инвалид ача пур çемьесене хваттерпе хăйсем пурăнакан вырăнта тивĕçтереççĕ. Çавăн пекех пурăнмалли çурт-йĕр фондне хуçалăх, оперативлă мелпе тытса пыракан предприятипе организацинче ĕçлекен ашшĕ-амăшне хваттер черетне тăратаççĕ.
Инвалидсем, инвалид ача пур çемьесем пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма хваттер черетне хăйсем пурăнакан тата ĕçлекен вырăнта тăма пултараççĕ.