Вĕрентекен йĕлтĕр йĕрĕ çинче те малта
Сывă пурнăç йĕркисене тытса пырасси вĕрентÿ учрежденийĕсенче вĕрентÿ ĕçĕпе пĕрлех çÿллĕ шайра пырать.
Тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсем ирттерессин кун-çулĕ те вăрăм. Йĕлтĕрпе чупасси миçемĕш çултан пуçланнине вĕрентĕвĕн аслă çулхи преподавателĕсем те тÿрех калаймаççĕ пулĕ. Историйĕ кирлех, анчах паянхи сăмах мартăн 18-мĕшĕнче Вăрмар поселокĕнчен Кивĕ Вăрмар енне каякан йывăç лартнă тăрăхра иртнĕ ăмăртусем пирки пулĕ. Чупу дистанцине тухма хатĕрленнĕ спортсменсене райадминистрацин пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов, çак организацин профсоюз комитечĕн районти председателĕ Е.Николаева саламларĕç. Шкул вĕрентÿпе кăна мар, воспитани, сывă пурнăç йĕркине тытса пырассипе ĕçлени пуриншĕн те паллă - эпир пурте шкултан тухнă. Спорт ăмăртăвĕсем пĕрлĕхлĕх туйăмне аталантарма пулăшаççĕ. Ун пек пултăр тесен вĕрентекенсен хăйсен ĕçĕнче çакна мала хумалла. Ăмăртура, командăпа чупнă май, çакă вĕрентекенсем хушшинче питĕ палăрчĕ. Ăмăрту дистанцине вĕçлекенсене финишра вĕри чей кăна мар, дипломсем те кĕтрĕç. (Паллах, малти вырăнсене тухнисене). Ку хутĕнче шкул командисем хушшинче Тикашсем пĕрремĕшсем, Шăхальсем иккĕмĕшсем, Чупайсем виççĕмĕшсем пулчĕç. Çĕнтерÿ патне ăнтăлнăшăн Пинер, Кĕлкеш шкулĕсен спортсменĕсем те дипломсене тивĕçрĕç. Унсăр пуçне призерсемпе малалла ăнтăлакансене укçан парса та хавхалантарчĕç.