Акци малалла пырать
Вăрмар районĕнче «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» ыр кăмăллăх марафонĕ малалла тăсăлать. Çак кунсенче район пухмачне 145 пин тенкĕ ытла укçа пуçтарăннă. Чи пысăк сумма куçаракансем – районти ШĔП (20 пин те 155 тенкĕ те 34 пус), Вăрмар район администрацийĕ (12 пин те 600 тенкĕ), Вăрмарти тĕп больница (9 пин те 611 тенкĕ те 75 пус), «Халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинат» МУП (7пин тенкĕ), Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкул (6 пин те 649 тенкĕ те 48 пус).
Ăçта саланать-ха çак укçа? 2010 çулхи акци вăхăтĕнче пуçтарăннă суммăпа районти ачасене тĕрлĕ енлĕ пулăшу кÿнĕ çĕрте усă курнă.
Вăрмар поселокĕнчи Некрасов урамĕнче пулнă пушарта шар курнă ачасене пулăшма 24 пин, инвалид ачана Мускава операцие кайма 7100 тенкĕ уйăрнă. Çавăн пекех нумай ачаллă, сахал тупăшлă, тулли мар, ăнăçсăр, райадминистрацин çул çитмен ачасен комиссийĕнче учетра тăракан çемьесенчи ачасене сывлăха çирĕплетмелли лагере канма каймалли путевкăсен хакĕн 5 процентне саплаштарма 16 пин те 451 тенкĕ куçарнă.
Ăнăçсăр çемьери ачасене шкулта вĕренмелли хатĕрсем туянма та укçа парса пулăшнă. Июнĕн пĕрремĕшĕнчи Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кунне ирттерме те çак марафонра пуçтарăннă укçа-тенкĕпе усă курнă. Пирĕн районти каратистсем Италири Каорле хулинче каратэ енĕпе иртнĕ 7-мĕш Тĕнче Кубокĕнче хутшăнса пысăк наградăсемпе таврăннине пурте ас тăваççĕ ĕнтĕ. Уйрăмах талантлă спортсменсене аталантарас тĕллевпе Италие кайма, ăмăртăва хутшăнма вĕсене шăпах «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» ыр кăмăллăх марафонĕнче пуçтарăннă суммăран 35 пин те 781 тенкĕ укçа уйăрнă.
Акцире районти организацисемпе предприятисем активлăх кăтартаççĕ, ача сачĕсем, шкулсем 100 проценчĕпех хутшăннă. Анчах та ку тĕлĕшпе ял тăрăхĕсем пассивлă. Хальлĕхе 5 ял тăрăхĕ кăна район пухмачне укçа панă (Вăрмар хула, Шăхаль, Кивĕ Вăрмар, Чупай, Тикаш ял тăрăхĕсем). Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене асăрхаттарса каламалла, райадминистраци пуçлăхĕн Хушăвĕпе килĕшÿллĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕнче заявлени çырса, эсир хăвăр уйăрнă укçапа хăвăр ял тăрăхĕнче пурăнакан нушаллă çемьери ачасене пулăшнă çĕрте усă курма пултаратăр. Пĕлтĕрхи çак акци вăхăтĕнче пуçтарăннă укçана та тăкакласа пĕтермен-ха. Пулăшу кирлĕ ачасен пурнăçне çăмăллатма май туса парать «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» ыр кăмăллăх марафонĕ. Пурне те çак акцие хутшăнма чĕнетпĕр. Йывăр пурнăç условийĕсене лекнĕ ачасене пулăшма ыйтатпăр.