Хакласчĕ вĕсене сывă чух
Çĕнĕ Мăнтăрти шкулта аннесем, асаннесем, кукамайсем чи хаклă хăнасем пулчĕç çак кунсенче. Шкула пуçтарăннă кукамайсемпе асаннесем чи хитрисем, ырă кăмăллисем, сăпайлисем, ĕçченнисем.
Çирĕп кăмăллăскерсем нимĕнле йывăрлăх умĕнче те пуçне усман вĕсем. Мĕн пур чĕре ăшшине, тараватлăхне ытарайми мăнукĕсене парнелеççĕ. Тума пĕлмен ĕç те çук пулĕ вĕсен. Мăнукĕсен алли-урисенче кукамайсемпе асаннесем çыхнă алсиш-нускисем. Тăван кил-çурт ăшшине туйма, кÿршĕ-арша, ял халăхне хисеплеме, çĕре юратма, ырăпа усала уйăрма, тĕрлĕ ĕç çумне çыпăçма та вĕрентеççĕ.
Мĕншĕн кăвакараçаççĕ-ши вĕсен çÿçĕсем – ун çинчен шухăшлама пĕлместпĕр çав пурăннă чухне. «Каçар» теме те пĕлместпĕр, пĕлетпĕр кÿрентерме çеç. Мĕн кăна тÿссе ирттермен пулĕ пирĕн кукамайсемпе асаннесем:выçăллă-тутăллă ачалăх, хăрушă вăрçă çулĕсем, ун хыççăнхи асап, тертлĕ те çавах савăнăçлă пурнăç ахрăмĕ. Вĕсем пурри пире пурăнма хăват парать, савăнтарать. Пултăрччĕç вĕсем ялан пирĕнпе, йышра, кĕрекере.
Тĕрлĕ инструментсемпе выляса, такмаксем юрласа хăнасен кăмăлне хăпартрĕç шкул ачисемпе шкула кайма хатĕрленекенсен ушкăнне çÿрекенсем. Хăнасем те парăмра юлмарĕç: такмаксем юрларĕç,тĕрлĕ ыйтусем çине хуравларĕç, юмахри паттăрсене те аса илме лекрĕ. Римма Петровапа Ольга Федорова хăйсен юратнă юррисене шăрантарса пурне те савăнтарчĕç. Сăмах май каласан, Римма Петрова активлă асанне, Ольга Федрова – активлă кукамай. Вĕсем тĕрлĕ мероприятисене тулли кăмăлпа хастаррăн хутшăнаççĕ. Ташă, юрă-сăвă, сценкăсем, модăсен куравĕ пулчĕç çывăх çынсем валли.
Хăш чухне эпир вĕсене кÿрентеретпĕр, çав-çавах пире юратаççĕ, каçараççĕ, итлемесен ятлаççĕ, анчах уншăн кÿренес çук. Пирĕн вĕсенчен вĕренмелли нумай. Аннесем, асаннесем, кукамайсем пур чухне сивĕ кунсем те хĕвеллĕ. Упрама пĕлесчĕ вĕсене.