Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Халăх чунĕ юрăра палăрать

Март уйăхĕн юлашки кунĕсенче ача-пăчасен Вăрмарти ÿнер шкулĕнче çамрăксен музыка эрни иртрĕ. Çак мероприятие поселокри Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта вĕренекенсем те хаваспах хутшăнчĕç. Тем тĕрлĕ ĕç те туса ирттертĕмĕр çак хушăра - лекци-калаçусем, концертсем иртрĕç.

Акă А.Ефимова «Юрăра - халăх чунĕ» ятпа хатĕрленĕ программăра кунта пухăннă ачасемпе çамрăксене тĕрлĕ халăхсен юррисен уйрăмлăхĕсем, вĕсем хаçат тата мĕнле çурални, пĕр-пĕринчен мĕнпе уйрăлса тăни çинчен питĕ тĕплĕн те анлăн ăнлантарса пачĕ. Сăмахпа каланине юрăсемпе те çирĕплетрĕç мероприятие йĕркелекенсем.

Л.Ковалевскаяпа Т.Гаврилова «Петя тата кашкăр» симфони юмахĕпе паллаштарчĕç. Лира Николаевнапа Татьяна Германовна ăна унăн авторĕ - тĕнчипе паллă композитор С.Прокофьев 120 çул тултарнипе çыхăнтарнă. Ачасене симфони оркестрĕнчи инструментсем - валторна, кларнет, флейта çинче выляса пăхма та сĕннĕ. Çакăн хыççăн ачасем кашни инструментпах выляма малтанах тарăн пĕлÿ илмеллине ăнланса илнĕ: ĕçлемесĕр пулла та шывран туртса кăлараймăн-çке... Кунта пухăннисем асăннă юмахпа çыхăннă кроссворда шутлассипе те пысăк тăрăшулăх кăтартнă.

Эрнелĕх вăхăтĕнчех М.Михайлова çамрăк куракансем умне шухăша яракан ыйту лартнă: «Таврара пĕр кĕвĕ-çемĕ те илтĕнмесен тĕнчере мĕн пулĕ;» Çакăн пирки аслисем пекех тарăн шухăша путрĕç ачасем, хăйсен шухăшĕсене пĕлтерчĕç. Ун хыççăн юрă-кĕвĕн асамлă тĕнчине кĕрсе вĕсемпе киленчĕç. Çавăн пекех ÿнерлĕхпе çыхăннă чылай ыйтусен тупсăмне шырарĕç. Халăх инструменчĕсен - кашăксен, шакăртман, уçă параппан тата ытти музыка инструменчĕсем шăрантаракан кĕвĕсене те итлерĕç ачасем.

Буррэ, ригодон, каскалья, пирĕн хăлхашăн ютрах янăракан ытти ташăсем мĕнле пуçланса кайни çинчен кăна мар, вĕсене ташласси çулсем иртнĕ май мĕнле улшăнса пынипе пианинăн çепĕç «сăмахĕ» урлă М.Чернова тата унăн вĕренекенĕсем паллаштарчĕç.

Юлашкинчен «Атьăр-ха пысăк вăйă карти тăвар» ятпа М.Михайлова, С.Васильева, З.Румянцева, А.Макарова, А.Ефимова, А.Стрелкова, Т.Гаврилова вĕрентекенсем вĕренекенĕсемпе пĕрле пысăк концерт хатĕрлерĕç, ÿнер шкулĕн историйĕпе паллаштарчĕç. Вăл вара пуян. Кунтан вуншар çул хушшинче чылай ача музыка ăсталăхне алла илнĕ, республика шайĕнче пултарулăхĕпе палăрнисем те пĕрре кăна мар.



01 апреля 2011
00:00
Поделиться