Кондициллĕ вăрлăх акмалла
Çурхи ака ĕçĕсем ирттерессипе ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансемпе районти Культура çуртĕнче канашлу иртрĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин ертсе пычĕ. Канашлăва Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Л.Николаев, райадминистрацин Ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн специалисчĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, «Россельхозцентр» ФПУ филиалĕн пуçлăхĕн заместителĕ А.Титова, «Чувашский» ФПУн агрохими енĕпе пулăшу парассипе ĕçлекен пай начальникĕ Л.Гаврилова, банксен представителĕсем тата ыттисем те хутшăннă.
Чи малтанах сăмах райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕн ĕçĕсене пурнăçласа пыраканĕ Н.Николаев сăмах илчĕ. Вăл «2011 çулхи Вăрмар районĕнчи ял хуçалăх аталанăвĕ тата çурхи ака ĕçĕсене ирттересси» ыйтупа тухса калаçрĕ, ял хуçалăх отраслĕ умĕнче тăракан тĕп задачăсене палăртрĕ. «2008-2015 çулсенчи ял хуçалăх продукцин рынокне йĕркелесси тата Вăрмар районĕнчи агропромышленность комплексне аталантарасси» муниципаллă тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн пур категориллĕ хуçалăхсенче тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсен калăпăшне 34000, çĕр улмие 48300, пахча çимĕçе 3900 тоннăна çитермелле. Кĕрхи культурăсем хĕл лайăх каçнине шута илсен пур категориллĕ хуçалăхсенче тĕш тырă акмаллин çĕр лаптăкĕ 16634 гектар пулĕ, ку иртнĕ çулпа танлаштарсан 108 процент. Çав шутран çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем - 10300, çĕр улми - 3032, çу паракан ÿсен тăрансем - 200, выльăх-апачлĕх культурисем - 10095, пахча çимĕç 582 гектар çинче акма тĕллев лартнă. Кăçал çĕр улми вăрлăхĕ çитменнине шута илсе ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансем ытти пахча çимĕç культурисене 3 хут ытларах лартма палăртаççĕ. Çурхи культурăсене 16383 гектар çинче акса хăварма палăртнă. Акса хăвармалли лаптăк пĕтĕмĕшле 30625 гектар йышăнĕ, çакă иртнĕ çулхипе танлаштарсан 106 процент. Ку ĕçсене пурнăçлама коллективлă тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче тĕрлĕ маркăллă 115 трактор пур, вĕсенчен 95-шĕ юсавлă. Çавăн пекех автомашинăсем - 80 (65-шĕ юсавлă), сеялкăсем - 93 (81-шĕ юсавлă), культиваторсемпе дисклă сÿресем - 170 (150-шĕ юсавлă).
Çунтармалли сĕрмелли материалсене те хуçалăхсем çур аки валли хатĕрленĕ. Кăçал ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем валли çур акине ăнăçлă ирттерме дизтопливо - 309, бензин 20 тонна кирлĕ пулĕ.
Çавăн пекех Н.Николаев усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе ял хуçалăх предприятийĕсен ытларах ĕçлемеллине, мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма выльăх апачĕпе çителĕклĕ тивĕçтермеллине, выльăх-чĕрлĕх шутне чакармалла маррине, ĕç сыхлавне тата техника хăрушсăрлăхĕн требованийĕсене пурнăçласа пымаллине каларĕ. ЧР Президенчĕн М.Игнатьевăн Патшалăх Канашне янă «Çамрăксене шанмалла!» Çырăвĕнчи ял хуçалăхĕнче пурнăçламалли приоритетсене палăртрĕ.
«Россельхозцентр» федераллă паташалăх учрежденийĕн пуçлăхĕн заместителĕ А.Титова хăйĕн калаçăвĕнче ÿсен тăрансене ÿстерессипе çыхăннă тĕп задачăсене палăртрĕ, ытларах пăрçа йышши культурăсене акмалли, çурхи ака ĕçĕсене ирттерме кондициллĕ вăрлăхпа ытларах усă курмалли çинче те тĕплĕн чарăнса тăчĕ. «Кондициллĕ вăрлăх акмасан патшалăх пулăшăвĕ пулмĕ», - терĕ А.Титова. Канашлура 2011 çулта Чăваш Республикинчи ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсем валли элита вăрлăх, удобренисем, ял хуçалăх техники туянма республика, федераци бюджечĕсенчен патшалăх пулăшу кÿресси çинчен те пулчĕ калаçу.
Вăрмар райповĕн канашĕн председателĕ С.Харитонов палăртнă тăрăх, мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçмашкăн кăçал выльăх апачĕ чылай кÿрсе килнĕ. Çавăн пекех вырăнти халăха çĕр улми вăрлăхĕпе тивĕçтерессипе те тĕллевлĕ ĕçлеççĕ вĕсем. Канашлура Россельхозбанк, сбербанк представителĕсем ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансем валли çăмăллăхлă кредитсем пуррипе паллаштарнă.
ЧР ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Л.Николаев ял хуçалăх прдприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсене элита вăрлăх, çунтармалли-сĕрмелли материалсем ытларах туянмаллине, усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе пурин те пысăк тăрăшулăх кăтартмаллине асăнса хăварчĕ. Леонид Григорьевич çавăн пекех ял хуçалăхĕпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтусене те хуравларĕ. Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин пĕтĕмлетрĕ, çур аки çывхарса пынă май ял хуçалăхĕнче пурнăçламалли малашлăх задачисене палăртрĕ.