Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çамрăксенче - малашлăх

Аслă Чакри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула халăх йышлăн пухăнчĕ. Ялти Культура çурчĕ çумĕнчи художествăлла пултарулăх коллективĕ хăйĕн отчет-смотрне кунта ирттерчĕ. Çак уявра Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов, районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай начальникĕ В.Иванов тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Чи малтанах тĕплĕ отчетпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Иванов сăмах илчĕ. Иртнĕ çул мĕн туса ирттерни çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ, кăçалхи çул мĕн тумаллине палăртса хăварчĕ. «Аслă Чак тăрăхĕ» электронлă презентаци те йĕркеленĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин районти лару-тăрупа паллаштарчĕ, ял тăрăхĕнче çывăх вăхăтра мĕнле ĕçсем туса ирттермеллине каласа хăварчĕ, халăх ыйтăвĕсене тĕплĕн хуравлама тăрăшрĕ. Ял тăрăхĕн тĕп специалисчĕ Л.Федорова çемьесене хумхантаракан шыв ыйтăвĕ çинче чарăнса тăчĕ.

Концерт программине Раççей Космонавтикин çулне халалларĕç. ЧР Президенчĕ М.Игнатьев Патшалăх Канашне янă «Çамрăксене шанмалла!» Çырăвĕнче яш-кĕрĕмпе çыхăнса ĕçлемеллине палăртнăччĕ. Ял тăрăхĕнчи çамрăксем чăнах та çав тери пултаруллă пулнине уяв каçĕнче ĕнентерчĕç. Халăх умне ача садне çÿрекенсем те, шкул ачисем те, учительсем те, ял тăрăхĕнчи пуçлăхсем те, тивĕçлĕ канăва тухнисем те, урăхла каласан, ватти те, вĕтти те хăйсен пултарулăхне кăтартма пултарчĕç. Аслă Чак, Çĕнĕ Мăнтăрти культура ĕçченĕсем те хастар хутшăнчĕç.

Культура çурчĕн директорĕ Г.Андрияновапа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Иванов хăнасене çăкăр-тăварпа, алтăр туллин кăпăклă сăрапа кĕтсе илчĕç.

Художествăлла пултарулăх руководителĕ Г.Матвеевапа пĕрле артистсем «Çавра сĕтел йĕри-тавра» юрăпа пуçларĕç уяв концертне. Космонавтика çулне халалласа чылай сăвă, юрă янăрарĕ: Е.Долматовскийăн «И на Марсе будут яблони цвести» 8-9 классем юрă шăрантарчĕç, Т.Егоров «Пулап эп Николаев пек», Д.Григорьев «Ÿссен эпĕ пулăп космонавт» сăвăсене çав тери уççăн вуларĕç.

К.Петрова репертуарĕнчи «Анне» юрра Р.Петрова çепĕç те чуна витермелле юрласа ярсан чăннипех те кашнин куç умне ытарайми анне сăнарĕ вăраххăн тухрĕ. Ташăсене лартаканĕн Т.Кудряшован вĕренекенĕсем халăха чăваш, вырăс, чикан ташшисемпе савăнтарчĕç. «АгроЧаки» хуçалăх пуçлăхĕ В.Иванов юрланă пушкăрт халăх юрри «Шыв хĕрринче ÿсет çĕмĕрт йывăç», ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Иванов шăрантарнă «Çурхи тĕнче» юрăсем пурне те килĕшрĕç.

Çуркунне çуралнисене те ятран саламлама кăмăл турĕç артистсем. Р.Тепловапа Р.Петрова шăрантарнă «Çуралнă кун» юрра пĕтĕм зал хапăл йышăнчĕ.

Ирĕклĕ çĕршыв ытамĕнче,

Çутă хумлă Атăл хĕрринче

Ĕçлĕ халăх, чăваш халăх пурăнать.

Çирĕппĕн, хăюллăн малалла утать.

Килсе курăр хăнана, хапăл тăвăр йыхрава, - çапла каласа вĕçлерĕ концерта ертсе пыраканĕ Ю.Иванова. Концерта хаклакансем О.Владимирова, К.Яковлев чи лайăх 13 номере районта иртекен художествăлла пултарулăх коллективĕсен фестивальне суйласа илчĕç.



08 апреля 2011
00:00
Поделиться