Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çар службине - контрактпа

Чăваш Республикинчи çар ĕç комиссариачĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсенчи пайĕ кĕске вăхăт хушшинче çар ретĕнче пулнă, 20-38 çулхи граждансене контракт енĕпе автобус, прицеплă груз турттаракан машинăсен водителĕсем (С, Д, Е категорисем) пулса службăна тепĕр хут тăма чĕнет. Служба Самара облаçĕнчи Рощинский поселокра, Екатеринбург, Челябинск облаçĕнчи Чебаркуль, Новосибирск, Абакан, Таджикистанри Душанбе хулисенче иртĕ.

Ĕç укçи пысăк, унсăр пуçне хушма тÿлевсем параççĕ. Пурăнма общежитире вырăн уйăраççĕ, çавăн пекех гарнизонта та пурăнма ятарлă вырăн та пама пултараççĕ. Тулли соцпакетпа, çăмăллăхсемпе, тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕпе, апат-çимĕçпе, çар тум-тирĕпе тивĕçтереççĕ.

Тĕплĕнрех пĕлес текенсене çак адреспа пыма ыйтатпăр: Вăрмар поселокĕ, Молодежная урамĕ, 3 а çурт, республикăри Çар ĕç комиссариачĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсен пайĕ, 23-мĕш пÿлĕм.



08 апреля 2011
00:00
Поделиться